Çĕнĕлĕхсемпе усă курмалла
13 Oct, 2016 | Экономика

Федерацин çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт чĕннипе юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ятарлă "ÇулЭкспо-2016" курав-форумра пулнă.

Курав çулсен строительстви валли тата вĕсене тытса тăма кирлĕ продукципе пулăшу ĕçĕсен пĕтĕм спектрĕпе паллаштарать. Çулсен пахалăхне лайăхлатмалли, çул-çÿрев хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли çĕнĕ майсемпе çавăн пекех ЧР транспорт министрĕ Михаил Резников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Чăваш Енри çул-йĕр организацийĕсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем паллашнă.

Форумăн ĕçлĕ программипе килĕшÿллĕн пухăннисем çул-йĕрпе транспорт отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев мĕн курнине пĕтĕмлетсе кураври технологисем, çĕнĕ техника интереслĕ пулни, бюджет укçипе тирпейлĕ усă курмалли пирки каланă май çĕнĕ технологисем çулсен эксплуатаци вăхăтне тăсма май панине, çакă вара укçа-тенке перекетлеме пулăшнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн Транспорт министерствин, тĕп хула ертÿçисене куравра илнĕ информацие тĕплĕ тишкерме, унпа Чăваш Енри çулсен пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне лайăхлатмашкăн усă курма хушнă.

Н.ПЕТРОВ.

 

Н.ПЕТРОВ