Çĕнĕлĕхсем пурăнма хавхалантараççĕ

13 Ака, 2020

Юлия МАРЕЕВА, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи:

Конституцие кĕртме палăртнă улшăнусемпе хавхалансах паллашрăм. Малашлăхра ырă улшăнусем кĕтни кăмăла çĕклет. Уйрăмах — тивĕçлĕ канури çынсемпе çыхăннисем. Пурнăç шайĕ пысăк мар чухне пенси виçи ÿсесси кама савăнтармĕ?

Ачасене пырса тивекен улшăнусем те кăмăла çырлахтараççĕ. Çамрăксене çул уçса памалла тесе яланах калаçатпăр вĕт. Малашне вĕсене пĕлÿ парасси те çăмăлланĕ. Пĕр сăмахпа, социаллă гарантисене вăйлатассине эпĕ ырлатăп çеç.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.