Çĕнел, Каçал, аталан!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ирех çула тухрĕ. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăнчĕ. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне медоборудовани туянма кĕмĕл самай уйăрнă. ФАПа тĕп урампа вак чул сарса çыхăнтарнă. "Малтан кунта йĕпе-сапара пылчăк çăрăлатчĕ, ÿлĕм çул тикĕсленĕ", - терĕ ĕç ветеранĕ Константин Скворцов. Пункт йĕри-тавра карта тытнă, ешĕллентернĕ, чечек лартнă. Çурт республика ялавĕ пек сап-саррăн çуталса ларать.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.