«Çĕнĕ ятсен» вĕр çĕнĕ кĕнеки

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» («Открываем новые имена») çамрăксен литература пултарулăхĕн регионсем хушшинчи конкурсĕ пирки илтнех-тĕр тантăшăмăрсем. Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекин пуçарăвĕпе 2004 çулта йĕркеленнĕскер пĕлтĕр пиллĕкмĕш хут иртнĕччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăна мар, хăш-пĕр хайлавпа та паллаштарнăччĕ сире. Пултарулăх ăмăртăвне чăвашла тата вырăсла çыракан 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултарнă.

Нумай пулмасть вара çамрăк çыравçăсем питех те савăнăçлă хыпар илчĕç - республикăри тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш литература конкурсĕсене хутшăннă авторсен хайлавĕсем уйрăм кĕнекен кун çути курнă-мĕн. Çак пулăма халалланă уяв ача-пăча тата çамрăксен вулавăшĕнче иртрĕ.

Иртни тата хальхи

Тÿррĕн каласассăн, тăваттăмĕш конкурса хутшăннисенчен чылайăшĕ хăйĕн сăвви-калавне çак кĕнекере курассине тĕлленмен те. Ара, ĕç-пуçа пĕтĕмлетнĕ-ренпе самаях шыв-шур юхса иртнĕ. Шкул ÿсĕмĕнче пулнисем халĕ вăл е ку вĕренÿ заведенийĕн сукмакне такăрлатаççĕ, ун чухнехи студентсем вара тахçанах алла диплом илнĕ, пĕр-пĕр ĕçре тăрăшаççĕ. Çавăнпах-тăр тăваттăмĕш конкурсра палăрнисенчен чылайăшĕ мероприятие килсе çитеймен.

Тен, шантарнă кĕнеке вăхăтра тухманнипе, е тата урăх сăлтава пула, йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пиллĕкмĕш конкурса пурĕ 54 ĕç çеç килнĕ. Вĕсенчен «Проза» номинаципе - 21, «Поэзи» - 31, «Драматурги» - 2. 2008-2009 çулсенче вара 82 ал çыру тăратнă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç. Вырăсла сăвă шăрçалакан кашнинчех йышлă тăк драматурги анинче тар тăкас текен тупăнман пĕлтĕр. Хаклава тăратнă икĕ пьеса та - чăваш авторĕсен.

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пиллĕкмĕш конкурс географийĕ ансăрланнине те палăртса хăвармалла. Республика тулашĕнче пурăнакан çамрăк çыравçăсенчен пĕр ĕç те килмен. Чылайăшĕ - Шупашкартан, Патăрьел тата Вăрнар районĕсенчен. Тăваттăмĕш конкурса Санкт-Петербург тата Калуга хулисенчен пĕрер ĕç тăратнă пулнă. Яланхи пекех шкул ачисемпе студентсем - чи хас-таррисем* арçын ачасемпе каччăсем вара питех те сахал ?те çыравçăн кăткăс ĕçĕпе çыхланасшăн мар ĕнтĕ вĕсем, те хăйсен сăмахне уççăн калама вăтанаççĕ%.

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекене - Э.Н. Малеева тата О.Л. Матвеева пухса хатĕрленĕ. Ăна пичетлеме Чăваш Республикин Культура министерстви укçа уйăрнă. Шел, тиражĕ пĕчĕк - 300 экземплярпа тухнăскерне лавкка сентрисем çинче выртнине кураймăр. Апла пулин те ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар - ăна республикăри вулавăшсене çитерме тăрăшĕç.

Çыравçăсен сăмахĕ

Сăмах май, çÿлерех асăннă конкурса 2010 çулта «Чăваш Ен культури: 2010-2020 çулсем» программăна кĕртнĕ. Пилĕк конкурса пурĕ 527 ĕç килнĕ. Жюри членĕсем çамрăксене саламланă май пуçланă ĕçе малалла тăсмалли, литература хутлăхĕн-че палăрас, çирĕпленес тесессĕн çанă тавăрса ĕçлемелли пирки каларĕç. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа валли аталанма майсем пуррине те палăртрĕç. Вĕсемпе усă курма çеç пĕлмелле, пултарулăха кунсерен туптамалла. Паллах, ку ĕçре аслă ăру тĕслĕхĕсĕр, тĕревĕсĕр май çук. Авă Чăваш çыравçисен союзĕн ертÿçи Юхма Мишши ачасене кĕнеке кăларма пулăшма хатĕр-рине евитлерĕ. Ача-пăча тата çамрăксен библиотеки çумĕнче йĕркелеме палăртнă литература студийĕ те вĕренекенсене хавхалантарĕ, çĕнĕ çулсем уçса парĕ. Кружокăн тепĕр паха енĕ - çыракансен пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрин хайлавĕ- семпе паллашма май пурри.

Çамрăксем, сас парăр!

Уяв хуçисем - çамрăк авторсем те парăмра юлмарĕç. Конкурс йĕркелÿçисемпе вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне тав турĕç, çырас ăсталăха татах та туптама сăмах пачĕç. Шел те, пурте пухăнса çитеймен мероприятие. Çавăнпа вулавăш ĕçченĕ-сем аяларах асăннă яшсемпе хĕрсене «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекене илме ача-пăча тата çамрăксен библиотекине пыма ыйтаççĕ. Акă вĕсем: Елена Шленская, Елена Рубцова, Жаннета Никифорова, Анжелика Михайлова, Ирина Степанова, Ксения Князева, Светлана Серебрякова, Ирина Сапожникова, Людмила Лукина, Лилия Тестова, Наталья Медведева, Екатерина Павлова, Евгения Александрова, Анжелика Михайлова, Дарья Иванова, Анна Табакова, Харуко Катото ?Анна Иванова%, Светлана Батракова, Андрей Ленкин, Светлана Григорьева, Екатерина Тетерина, Виктория Шкалькова.

Ĕçтешĕмĕре саламлатпăр

Çĕнтерÿçĕсен хушшинче «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Лариса Петрова пуррине палăртма питех те кăмăллă. «Поэзи» номинацире унăн «Ырă шухăш калчи» сăввисен ярăмне çитекенни пулман. Лариса Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпайра çуралса ÿснĕ. Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухнă. «Тантăш» хаçатпа ача чухнех туслашнă çамрăк сăвăç. Çавăнпа кĕçнерни куна тата почтальона чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăл. Заметкисемпе сăввисем пичетленсессĕн шутсăр савăннă. Халĕ вара çак кăларăмра хăй тăрăшать - Чăваш Енри пултаруллă вĕренекенсемпе тата вĕсен çитĕнĕвĕсемпе, тĕнчери интереслĕ çынсемпе тата пулăмсемпе паллаштарать, ачасен сăввисене пичете хатĕрлет.

Çырас ĕмĕт-тĕллевпе çунатланакан çамрăксене чунтан саламлатпăр! Çĕнĕ вăй-халпа çĕнĕ хайлавсем шăрçалама сунатпăр. Вĕсем çĕнĕ кĕнекере кун çути курччăр, хăйсен вулаканне тупчăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.