“Çĕнĕ ятсем уçатпăр” конкурса хутшăнăр

5 Чÿк, 2015

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурса ЧР Культура министерстви пулăшнипе ирттерет. Кăçал вăл улттăмĕш хут йĕркеленнĕ, ăна Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Конкурса чăваш литературине çĕнĕ варкăш кĕртес, пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ. "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурса литература каçалăкĕнче пирвайхи утăмсем тăвакан 15-30 çулсенчи яш-хĕр хутшăнма пултарать. Ĕçсене çак номинацисемпе йышăнаççĕ: "Проза", "Драматурги", "Поэзи". Вырăсла тата чăвашла хайлавсене йышăнаççĕ. Вĕсене А4 калăпăшлă хут çине 20 страницăран ытла мар /вырăсла ĕçсене - 12 Times New Roman, чăвашлисене - Arial Cyr Chuv шрифтпа/ пичетлемелле. Кунсăр пуçне ĕçсене СD-диск е флешка çинче илсе килмелле. Çавăн пекех авторăн 6х8 калăпăшлă тĕслĕ сăн ÿкерчĕкĕ пулмалла. Алăпа çырнă тата кĕнеке пуххисенче, литература альманахĕсенче пичетленнĕ ĕçсене йышăнмаççĕ.

"Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурса ĕçсене чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 8-мĕш "а" çурт. Тĕплĕнрех 8 /8352/ 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Конкурс пĕтĕмлетĕвне библиотека сайтĕнче раштав уйăхĕн 30-мĕшĕччен вырнаçтарĕç. Чи лайăх хайлавсене "Çамрăксен хаçатĕнче", "Тантăшра"" тата "Самант", "Тăван Атăл", "ЛИК" журналсенче пичетлĕç, "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" литература пуххин 5-мĕш кĕнекине кĕртĕç

Рубрика: