Çĕнĕ тырă элеватора каять...

29 Утă, 2014

Ял ĕçченĕ тар юхтарса туса илнĕ çĕнĕ тырра сутма тытăнчĕ. Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчен элеватора ăсатнă ĕнтĕ. Аграрисем çийĕнчех укçа илсе парăмпа, налукпа татăлма тăрăшаççĕ. Ертÿçĕсем ĕçлекенсене пĕрремĕш тÿлевренех ĕç укçи парса вырмана хутшăнма хавхалантараççĕ. Вĕсен ырă кăмăлне кура ĕççирисем те вăр-вар.

Çулталăкра пĕрре пухса кĕртекен тыр-пулран тупăш ытларах илес килет. Хаклăрах сутма тăрăшаççĕ. ЧР Апат-çимĕç фончĕ, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» общество умĕнче парăмлă маррисем кам ытларах тÿлет - çавна парса яраççĕ. Предпринимательсем ялтан яла çÿресе пухаççĕ, тырăшăн çийĕнчех татăлаççĕ. Паллах, ертÿçĕсем кăмăллă. Лешсем тырра ЧР тулашне ăсатаççĕ.

Хамăр элеваторсем юта леçекенсен хакĕпех йышăнсан, çийĕнчех татăлсан тулашран килнисене памĕччĕç. Тырра пуçтармалли пунктсене, кайăк-кĕшĕк фабрикисене, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене сутăччĕç. Хресчен шухăш-кăмăлне шута илмеллех: вырăнти элеваторсенче йÿнĕрех йышăнма тăрăшса çĕр-çĕр тонна тырра тулаша ăсатнипе çырлахар мар.

Тирпейлекен предприятисем тырра кăçал пĕлтĕрхинчен хаклăрах туянас шанăç пур. РФ Ял хуçалăх министерстви федерацин Атăлçи округĕнчи патшалăх интервенцийĕн 2014-2015 çулсенчи чи пĕчĕк хакĕсене çирĕплетрĕ. 3-мĕш класри апат-çимĕçлĕх çемçе туллăн кашни тоннине - 6750, 4-мĕш класри апат-çимĕçлĕх çемçе туллăн кашни тоннине - 6450, апат-çимĕçлĕх ырашăн кашни тоннине 5100 тенкĕрен йÿнĕрех йышăнмалла мар.

Çак хаксене ял хуçалăхĕн мĕн пур харпăрлăхлă организацийĕсемпе тырă йышăнакан предприятисем валли укçа-тенкĕ хутшăнăвĕсене йĕркелеме РФ Правительстви йышăну кăларса çирĕплетмен. Вĕсем тÿрремĕнех патшалăх фондне интервенци йĕркипе тырă хывакансене пырса тивеççĕ. Пирĕн элеваторсем рынок саккунне пăхăнса хăйсем хак лартаççĕ.

Интервенци тĕллевне тишкерсен 3 тата 4-мĕш классенчи тулла кăçал пĕлтĕрхинчен 3,1 тата 2,4%, ыраша 3% хаклăрах йышăнассине асăрхатăн. Вăл çĕр-шыври тырă хакне çÿллĕрех шайра йĕркелеме витĕм кÿрессе шанас килет. РФ Тырă туса илекенсен пĕрлĕхĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне федерацин Атăлçи округĕнчи тирпейлекен предприятисем 3-мĕш класри туллăн кашни тоннине - 7300-8900, 4-мĕш класрине - 6800-8500, ыраша 4200-5500 тенкĕлле йышăннă. Лайăх хаксем. Республикăри тыр-пул йышăнакан монополистсем шута илсен тем пекехчĕ.

Вĕсем кăçалхи сутлăх тыррăн шанчăклă та чи пĕчĕк хакĕсене ЧР Конкуренци политики тата тарифсен патшалăх службипе, ЧР Экономика министерствипе килĕштернĕ. 3-мĕш класри çемçе туллăн кашни тоннине - 6750 /2013 çулхинчен 3,1% хаклăрах/, 4-мĕш класри çемçе тулла - 6450 /пĕлтĕрхинчен 2,4% хаклăрах/, ыраша 5100 /иртнĕ çулхинчен 3% хаклăрах/ тенкĕлле йышăнасшăн. Çак хаксем РФ Ял хуçалăх министерствин патшалăх интервенцийĕн тĕллевне пурнăçлама палăртнипе пĕрешкел. Патшалăх влаçĕн икĕ ведомствин сĕнĕвне элеваторсем ĕçре тĕпе хурсан ял çыннисен хĕпĕртемелле çеç.

Хуçалăхсен ертÿçисем: «Тырра сутса тăкакне кăлармалăх, ĕç укçине ÿстермелĕх, комбайн е техникăн ытти хатĕрне туянмалăх укçа-тенкĕ тăвайăпăр-ши?» - тесе пăшăрханаççĕ. Тирпейлекен предприятисем нумай чухне вырма пуçланиччен палăртакан хаксемпе йышăнманнине ертÿçĕсем лайăх пĕлеççĕ. «Клейковина пĕчĕк, тырă çирĕплетнĕ нормăра палăртнинчен нÿрĕрех, çÿпĕллĕрех тесе тивĕçсĕртен йÿнетеççĕ», - теççĕ вĕсем.

Çак шухăш чăнлăхпа килĕшсе тăрать-ши? Пĕр енлĕ хуравлама йывăр. Иртнĕ çулсенче ЧР Ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе ертÿçĕсем тырă хакĕ пирки тăратакан ыйтусене пăхса тухма йĕркеленĕ пĕрлехи комисси пĕр тавăçа çирĕплетнине пĕлместĕп. Комиссие е суда çăхав тăратнине те илтмен. Патшалăх органĕ е тÿресем çирĕплетмен сăмах шыва сенĕкпе çырнипе танах. Элеваторсем сирĕн тырра сăлтавсăрах йÿнетсе йышăнчĕç тесе шухăшлатăр тăк - документсемпе çирĕплетме тăрăшăр. Çапла çеç тĕрĕслĕх тупма пулĕ.

Аграрисенчен чылайăшĕ тырра ЧР Апат-çимĕç фончĕн Çĕрпÿ районĕнчи пунктне леçет. Вăл хĕлле-çуркунне ял хуçалăхĕн 146 предприятине минерал удобренийĕпе, хими им-çамĕпе, ыттипе 115 млн тенкĕлĕх /пĕлтĕр - 76 млн тенкĕлĕх/ тивĕçтернĕ. 127-шĕ /ытларах Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Шупашкар, Пăрачкав районĕсенчен/ 7 пин тонна ытла удобрени кÿнĕ. Хуçалăхсем фонд умĕнчи парăмпа çĕнĕ тырă сутса тăвакан укçаран татăлĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕ хăй вăхăтĕнче хресчене тĕревлекен çавнашкал тытăм йĕркеленине ырламалла çеç. Пасар саманинче ĕçлеме хăнăхса çитрĕмĕр пулин те чылайăшĕн унсăр ал-ура çыхланнине халĕ те куратпăр. Çапах та фондăн укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ питĕ çителĕксĕр. Республикăри пĕчĕк тата вăтам хуçалăхсене пулăшма темиçе млрд тенкĕ ĕçе кĕртсен лайăхчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ял хуçалăх министерствипе правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче каланă «фондăн алла пăрмалла мар, хуçалăхсене пулăшмалла» сăмахсене асра тытасчĕ. «Пулăшмалла» сăмаха темиçе çĕр ертÿçĕ умĕнче сасса хытарсах каларĕ.

Фонд ертÿçи А.Самаркин унта тырă нÿрĕклĕхĕ 20% пулсан хуçалăхсем кашни тоннăран 780-шар тенкĕ таран çухатаççĕ терĕ. Çакна шута илмесĕр май çук. Тыр-пула типĕре, çанталăк çумăра кайиччен, пухса кĕртмелле.

Юрий МИХАЙЛОВ