Çĕнĕ технологисене ­‐ анлă çул

11 Çĕртме, 2015

Вăрмар райповĕн коллективĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсе пырать, халăх ыйтăвĕсене кирлĕ пек тивĕçтерме меллĕ условисем тăвас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Суту-илÿре, производствăра, общество апатланăвĕнче, хатĕрлевре, пулăшу ĕçĕсенче кăтартусем лайăх: плансене уйăх­серен тултараççĕ, ÿсĕмсемпе палăраççĕ. Сăмах май, республикăри потребительсен кооперацийĕн организацийĕсемпе пред­приятийĕсем хушшинчи 2014 çулхи экономика ăмăртăвĕнче Вăрмар райповĕ производствăра çурма фабрикатсем хатĕрлес енĕпе - пĕрремĕш, халăхран çĕрулми туянас енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Нумай пулмасть Патăрьелĕнче çăкăр закваскине çĕнетес ыйтусемпе ирттернĕ семинар-конкурсра но­ми­нацисенчен пĕринче виççĕмĕш вырăна тухнă.

- Паянхи кун суту-илÿ, производство каçалăкĕнче конкуренци вăйлансах пырать, çĕршывĕпех сарăлнă пысăк сеть лавккисемпе тупăшма çăмăл мар. Çапах та алă усмастпăр, аталану çулĕнчен пăрăнма шухăшламастпăр, - тет райпо канашĕн председателĕ, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Харитонов. - Укçа-тенкĕ çитерсе юсав-строительство ĕçĕсене малалла тăсатпăр, çĕнĕ оборудовани туянатпăр. Кăçал райцентратан инçетерех вырнаçнă Урнарта кивелсе çитнĕ лавккана тултан та, шалтан та юсарăмăр, шыв, канализаци кĕртрĕмĕр. Пысăк Енккасси лавккине çĕнетрĕмĕр. Поселокри "Надежда" апат-çимĕç лавккине юсаса илемлетесшĕн. Вокзал çывăхĕнчи "Меркурий" закусочнăйра пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Халĕ вăл тутлă апат-çимĕçпе кăна мар, хăтлăхĕпе те илĕртет. Унта шыв та, канализаци те пур, складсем те продукци упрамалли нормăсене тивĕçтереççĕ. Пĕлтĕр "Юность" кафене шал енчен сăрланăччĕ, кăçал тул енчен юсарăмăр. Черетпе кивелнĕ кашни об±екта çĕнĕ сăн кĕртме ĕмĕтленетпĕр.

Райпон 48 лавкка. Чи лайăх ĕçлекеннисен шутĕнче яланхи пекех - Кавал, Чулкаç, Энĕшпуç лавккисем, Мăнçырмари "Новинка", Вăрмарти "Заря", "Органика", "Вăрмар" лавккасем. Вĕсене хальхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурне те автоматизациленĕ. Юлашки çулсенче потребкоопераци тытăмĕнче мĕнпур об±екта пĕрлехи сетьпе çыхăнтарма, кашни операцие уçăмлатма пулăшакан çак çĕнĕлĕхпе уйрăмах анлăн усă курма пуçларĕç. Вăрмар райповĕн ертÿçисем те унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине аван ăнланаççĕ. Сергей Николаевич пĕлтернĕ тăрăх - хальлĕхе сакăр лавккана туллин, икĕ лавккана бюджет мелĕпе автоматизациленĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен шутне вунна та çитересшĕн. Автоматизаци ĕçне компьютер технологийĕсене лайăх пĕлекен виçĕ менеджер йĕркелесе пыраççĕ. Çĕнĕ меслете сутуçăсене те ятарласа вĕрентнĕ. 21 лавккара таваршăн перекет банкĕн карттипе усă курса тÿлеме май паракан терминалсем вырнаçтарнă.

Перекетлĕхшĕн нумай тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе кашни автомашина çине "Автограф" системăсем вырнаçтарнă. Ку кирек хăш самантра та транспорт ăçта, мĕн вăхăт пулнине пĕлме тата водительсен яваплăхне ÿстерме май парать. Вĕсем кашни кунах çула тухаççĕ: лавккасене тавар леçмелле, ял çыннисем панă заякăсемпе стройматериалсем, тырă, чăх-чĕп çитерсе памалла, халăхран выльăх-чĕрлĕх пухса Етĕрнери аш-какай комбинатне тиесе каймалла... Пурте яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Юрий Степанов, Владимир Сиделкин, Петр Павлов, Владимир Григорьев, Сергей Матвеев водительсене уйрăмах палăртмалла.

Кăçал Вăрмар райповĕ ял çыннисене 4,5 пин бройлер чĕппипе çăмарта тăвакан чăх сутнă. "Чăваш бройлерĕпе", Муркашри, Канашри чăх-чĕп фабрикисемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне çак çуркунне килти пахчасенче лартма вăрлăх çĕрулми ыйтакан питĕ нумай пулнă. Райпо Муркаш районĕнчен илсе килнĕ 66 тонна вăрлăх çĕрулми сутнă. "Кун пеккине астумастăп, - тет Сергей Николаевич. - Темиçе çул каялла халăх çĕр ĕçĕнчен писнĕччĕ, хăшпĕр ялта кишĕр те, купăста та, сухан та ÿстерместчĕç. Халĕ килти хушма хуçалăхра таса продукци туса илни усăллăрах, перекетлĕрех пулнине чылайăшĕ ăнланать. Ытлашши продукцие райпона сутса хушма тупăш илме те май пур".

Халăхран сĕт те пухаççĕ-ха. Çапах та пахалăха тĕп вырăна хунă май райцентрти "Органика", "Надежда", "Вăрмар" лавккасенче Арапуçĕнчи Владимир Иванов фермертан туяннă сĕт сутассине йĕркеленĕ. Продукцие этем алли пырса перĕнмест, кунта кашни операцие автоматизациленĕ, сĕте ятарлă цехра çĕнĕ технологисене пăхăнса сивĕтеççĕ. 3,4-3,6 процент çуллă сĕте литрне 25 тенкĕпех туянма май килнĕшĕн çынсем питĕ кăмăллă.

Лавккасенче тавар ассортиментне çĕнетсех тăраççĕ. Республикăри тата Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи предприятисен экологи тĕлĕшĕнчен таса, паха продукцине халăх уйрăмах пысăка хурса хаклать. Вăрмар райповĕн çăкăр завочĕ, пылак шыв цехĕ туса кăларакан продукцие те кăмăлласа туянаççĕ. С.Харитонов "Общепит" тулли мар яваплă обществăн ĕç-хĕлĕпе уйрăмах кăмăллă пулнине палăртрĕ. Унăн генеральнăй директорне Марина Сейфуллинăна нумай пулмасть Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

- Пирĕн ÿсĕмсене асăрхани, çÿлти шайра палăртни тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Общество апатланăвĕн сферине аталантарма çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыратпăр, - каласа парать Марина Аркадьевна. - Плансене уйăхсерен тултаратпăр. Кăçалхи пилĕк уйăхра таварçаврăнăшĕ 20 ытла миллион тенкĕпе танлашрĕ. Общепитра 66 çын ĕçлет, кашниех тав сăмахне тивĕçлĕ. Кирлĕ чухне вăхăта пăхса тăмаççĕ, кану кунĕсенче те ĕçе тухаççĕ. Тĕрĕссипе районта пĕр мероприяти те эпир хутшăнмасăр иртмест. Ял кунĕсенче, Акатуйсенче, спорт ăмăртăвĕсенче, ытти уявра яланах тутлă апат-çимĕç сутассине йĕркелетпĕр.

Общепитăн тăхăр точка. Поселокри "Светлица" кафене 2013 çулта çĕнĕрен хăпартса лартнă. Пĕрремĕш хутĕнче - апатлану залĕ, унта халăх йышлă çÿрет, тĕрлĕ мероприяти ирттерме те меллĕ. Юнашарах - "Юность" кафе. Çурчĕ кивĕрех пулсан та поварсем апата тутлă пĕçернине кура нихăçан та пушă лармасть. Çак кафесен таварçаврăнăшĕ уйăхне 300-400-шер тенкĕпе танлашать. "Юность" кафери "Пиццерие" çамрăксем, ачасем уйрăмах кăмăллаççĕ. Иккĕмĕш хутри залра ытларах туйсем, юбилейсем, ытти çемье уявĕ ирттереççĕ.

- Ассортимента çĕнетсех тăратпăр,- апат-çимĕç ăстисен ĕç-хĕлĕпе малалла паллаштарать М.Сейфуллина. - Татьяна Иванова технолог питĕ пултаруллă, ыттисен опытне, малта пыракан технологисене вĕренес ыйтусене куçран вĕçертмест. Лайăххине асăрхасанах вырăнта усă курма тăрăшать. "Светлица" кафен иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă кулинари цехĕн çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Ун пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Вера Баранова аслă повар, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлакан кулинарсем питĕ хастар. Цех уйăхне пĕр миллион тенкĕлĕх продукци хатĕрлет. Ассортимент пуян - пĕчĕк кукăльсем, хуплусем, коржиксем, рулетсем, пирожнăйсем, тортсем, пиццăсем, кекссем... Продукцие лавккасене ăсататпăр, мĕн кирлине хатĕрлеме çынсенчен саккассем те йышăнатпăр. Паянхи куна пахалăхĕ тивĕçтерменнишĕн ÿпкелешекен пулман. Унсăр пуçне Вăрмарти 1-мĕш тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсем çумĕнчи çуллахи лагерьсенче, "Романтика" сывлăха çирĕплетекен лагерьте канакан ачасене апат пĕçерсе çитеретпĕр. "Романтикăра" тăватă сменăра 320 ачана йышăнаççĕ. Яваплăх пысăк, çакна пирĕн поварсем лайăх ăнланаççĕ, ачасем валли апат хатĕрленĕ чухне пахалăха çирĕп пăхăнаççĕ.

- Коллектив туслă, пĕр шухăшлă пултăр тесен çамрăксене ÿсме, аталанма, аслисенчен вĕренме условисем туса пани, вĕсене коллективра çирĕпленнĕ ырă йăла-йĕркене хисеплеме хăнăхтарни пĕлтерĕшлĕ,- палăртать Сергей Харитонов. - Эпир ку ыйтупа нумай ĕçлетпĕр. Çамрăксен паян аталанма май çителĕклĕ. Ветерансене те хамăр йышран уйăрмастпăр, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланатпăр, уявсене чĕнетпĕр. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕнче вăрçă, тыл ветеранĕсене пухса чысларăмăр. Райпон вăрçа хутшăннă икĕ ветеранне Чăвашпотребсоюз Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе йĕркеленĕ уява Шупашкара илсе кайрăмăр. Мĕн тери савăнчĕç, кун пекки пулманччĕ терĕç. Сăмах май, Чăвашпотребсоюз ертÿçисем çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме пур енлĕн пулăшса пынине палăртас килет. Пĕрлĕхре вăй хушăнса пынине кулленхи ăнăçусем çирĕплетеççĕ.

 

Рубрика: 

Новости по теме