Çĕнĕ тапхăр пуçланать

6 Юпа, 2016

Депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн черетсĕр 11-мĕш сессийĕ иртрĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ çиччĕмĕш суйлавĕнче Шупашкарти пĕр мандатлă 38-мĕш округра «Единая Россия» парти кандидачĕ Леонид Черкесов çĕнтерчĕ. Федераци саккунĕпе, Чăваш Республикин тĕп хулин Уставĕпе килĕшÿллĕн Патшалăх Думине куçнă май Леонид Ильичăн хула пуçлăхĕн должноçĕнчен кайма тивет. Ĕçрен хăтарма ыйтса вăл авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче заявлени çырнă. Депутатсем черетсĕр ларура Шупашкар хула пуçлăхĕн Леонид Черкесовăн полномочийĕсем вăхăт çитиччен вĕçленнине çирĕплетрĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕн — хула Пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Ирина Клементьевăна шанчĕç.

Çавăн пекех депутатсем тĕп хула Уставне улшăнусем кĕртес енĕпе чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче уçă итлевсем ирттерме йышăнчĕç. Вĕсем Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлассине яланхи йĕркепе никĕсленмен полномочи туса хума сĕнеççĕ. Депутатсен шухăшĕпе — капла майпа бюджет укçине перекетлеме май килĕ, ирĕклĕ нухратпа вара социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса памашкăн усă курма пулать.

Устава улшăнусем кĕртнĕ май хула Пухăвĕн регламентне те улăштарма тиврĕ. Депутатсем хулан çĕнĕ пуçлăхĕн суйлавне хатĕрленсе ирттермелли вăхăта 14 кунран 60 куна çити тăсма йышăнчĕç. Çакă çĕнетнĕ Устава регистрацилессипе, ăна пичетлесе кăларассипе çыхăннă. Ку ĕçе пурнăçласа пĕр уйăх çурă е икĕ уйăха яхăнах иртет.

Лару кăмăллă самантпа вĕçленчĕ. Чăваш Республикин тĕп хулин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Леонид Черкесова «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăларĕç. Леонид Ильич ĕçтешĕсене хăйне пысăк чыс тунăшăн тав турĕ, малашне те Чăваш Ен тата Шупашкар ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлессине шаннине палăртрĕ: «Эпир пĕрле вăйлă команда пултăмăр, çĕнтерÿ патне çирĕппĕн утрăмăр. Шупашкар — çĕнтерÿсен хули!»

Политика ĕçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă ятпа Леонид Черкесова ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева, Алексей Ладыков сити-менеджер, депутатсем саламларĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: