Çĕнĕ сукмакпа утма ан шикленĕр...
Хупаха çÿрени сывлăха пĕтерет кăна мар, çемьене, пурнăçа аркатать. Йĕри-таврари çынсен кун-çулне те йывăрлатать. Йĕркене пăсни те, авари те, ытти тĕрлĕ инкек те ăна пулах шар кăтартаççĕ. Сăмахăм - çынсем ĕçкĕпе иртĕхни пирки. Манăн шухăшăмпа, çак ыйту паян питĕ çивĕч. Ăна «кăкламасăр» çынна сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн пăхăнма хăнăхтараймăн.
Халĕ эпир физкультурăпа спорт, тĕрлĕ турнирпа массăллă ăмăртусем пирки нумай шавлатпăр, çав вăхăтрах ĕçкĕçсене тÿрĕ çул çине тăма пулăшакан мероприятисем йĕркелени, профилактика ĕçĕсене ирттерни çинчен пĕр сас-чÿ те çук. Пирус туртнине, наркотиксемпе усă курнине сивлекен акцисем йĕркелеççĕ-ха, анчах эрех-сăраран пистерес тесе тĕллевлĕ ĕçлени палăрсах каймасть. Ĕçекен вара çав тери нумай. Тĕслĕх шыраса инçе кайма кирлĕ мар, йĕри-тавра тимлĕрех пăхăр кăна. Вĕсен йышĕнче эрни-эрнипе наркăмăшлă шĕвеке лĕрккекен те, пĕччен, вăрттăн ĕçекен те пур. Нихăш уява та халăх эрех ас тивмесĕр ирттересшĕн мар, пач ĕçменнине вара «катăк çын» пек йышăнаççĕ.
Çак кунсенче Леонид Якубович ертсе пыракан «Поле чудес» кăларăма пăхма тÿр килчĕ. Вăййа хутшăнакан хĕртен шоумен савнийĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. «Йĕкĕтĕр эрех сыпкалать-и?» - тесе ыйтрĕ. «Йĕркеллĕ ытти çын пекех - уявсенче, канмалли кунсенче ĕçет», - хуравларĕ пике. Залра ларакансем çапла каласан алă çупса ячĕç. «Çапла пулмалла та, маттур»,- тенĕ пекех пулчĕ вăл. Капла кашни канмалли кун эрехпе хăналансан кун пек ĕçкĕçе çаврăнасси те инçе мар. Çакнашкал кăларăмсене ачасемпе çамрăксем те кураççĕ вĕт. Шоусенче эрехе рекламăламалла мар, унтан пистересчĕ тесе тăрăшмалла.
«Ялсенче халăх ĕçсе пĕтет»,- теме хăнăхнă эпир. Çакăн сăлтавне ĕç çуккипе тата укçа çитменнипе çыхăнтаратпăр. Чăнах та, 20-30 çул каярахрипе танлаштарсан ялта ĕçкĕпе иртĕхекенсен йышĕ ÿснĕ пек туйăнать. Çак мура пулах çамрăк арçынсем автансăр яла вăхăтсăр каяççĕ. Самани те унтанпа улшăнчĕ. Ун чухне лавккасенчи сентресем хальхи пек расна эрехпе йăтăнман. Темиçе тĕслĕ эрех-сăра кăна пулнă. Халĕ вара ассортимент сĕре пуян. Мĕнли кăна çук-ши: куç алчăрать! Хитре çав кĕленчесенчи шĕвек ĕлĕкхи «Пшеничная» текеннинчен питĕ аякра тăрать тесе çирĕплетеççĕ пĕлекенсем. Вăл вăхăтра сахăр сăмакунĕ сывлăхшăн питĕ сиенлĕ тесе каланă тăк, халĕ лавккари начар тесе кашни килтех аншарли юхтарма тăрăшаççĕ. Маларах килсенче сăмакун юхтарма та шикленнĕ. Вăрттăн-хĕрттĕн кăна аппаланнă. Паян вара ялсенче халăха спирт сутакан та чылай. Тĕрĕссипе, таса спирт та мар вăл. Анчах хăватлă шĕвек чирне парăннисемшĕн вăл та чухах. Çав вăхăтрах ĕçкĕçсем аптекăсенчен сÿленкке /фанфурик/ те туянаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти аптекăсенче çав-çавах вĕсене ирĕккĕн сутаççĕ. Хăйсен «клиенчĕсене» палласах çитнĕ пулас вĕсем. Лешсем вак укçа кăларса хураççĕ кăна, мĕн кирлине те каламаççĕ - сутуçă пĕчĕк кĕленчене самантрах лартса парать. Каçсерен подъезд умĕнче эрех лĕрккекенсене курас килми пулчĕ. Лавккасен умĕнче те, паркра та хуçаланаççĕ вĕсем. Çакă йăлтах - ачасен куçĕ умĕнче...
Ĕçкĕçсен йышĕнче, шел те, хĕрарăмсем те пур. Вĕсен ачисене те, хăйсене те питĕ шел. Мĕншĕн тесен хăватлă шĕвек ытамне лекнĕ этемлĕхĕн черчен çуррине сыватма, тÿрĕ çул çине тăратма питĕ йывăр. Чирлĕ арçынна арăмĕ мĕнле пулсан та пăхать. Енчен те хĕрарăм ĕçсе кайрĕ тĕк - ăна упăшки пăрахать. Ĕçекен амăшĕнчен ачисем те сивĕнеççĕ. Вĕсене кирлĕ мар вăл. Тĕрĕссипе, ĕçекен çынна никам та юратмасть. Юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем те сивĕнеççĕ, тăванĕсем те пăрăнарах çÿреççĕ. Çапах та çын мĕншĕн эрех ĕçме тытăнать-ха? Самана, ĕç çукки, укçа çитменни кăна айăплă-ши кунта? Кашни ĕмĕрĕн – хăйĕн йывăрлăхĕ. Çак амакăн тымарĕ çемьерех-тĕр. «Тĕрĕс çемьесенче ачасем ĕçкĕçе тухмаççĕ», - теççĕ наркологсем. Ашшĕ е амăшĕ ĕçекен çемьесенче ачисем те эрехпе хăналанма вĕренеççĕ. Çавăнпа та йăхра ĕçекен пур тăк - хăватлă шĕвеке ас тивессинчен пăрăнма тăрăшмалла. Унсăрăн сиенлĕ йăлана хăнăхасси те инçе мар. Пĕччен çынсем ытларах эрех ĕçме вĕренеççĕ-мĕн. Çавăнпа çыннăн пĕччен пулмалла мар, яланах çĕнĕ юлташсемпе паллашмалла, мероприятисене, уявсене çÿреме тăрăшмалла, чун киленĕçĕ тупмалла. Сăра хупахне кайиччен тренажер залне çул тытмалла. Пурнăçра интересли темĕн чухлех.
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас