Çĕнĕ словарь пичетленчĕ

29 Кăрлач, 2016

Чĕлхеçĕсем фразеологи ыйтăвĕпе ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех кăсăкланма пуçланă. Ку ĕçре Николай Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пайти пысăк. Паянхи кунччен çак темăна халалланă чылай статья-монографи кун çути курнă, анчах вĕсем сиксе тухакан пур ыйтăва та татса парайман.

Акă нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче литература тĕпчевçи, критик, çыравçă тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Георгий Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» пичетленчĕ. Ăна икĕ томпа кăларма палăртнă, вулакансем патне А-С саспаллисене кĕртнĕ 1-мĕш том çитрĕ. Словарĕн тиражĕ - икĕ пин экземпляр.

Çĕнĕ кăларăмра темиçе пин фраземăна - çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшне - кĕртнĕ, ăнлантарса панă. Вĕсене илемлĕ литературăран, халăх пуплевĕнчен, чăваш фольклорĕнчен илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Сăмахран, «Пиçмен пилеш çинĕ» тени мĕне пĕлтернине чухлатăр-и? Георгий Иосифович словарĕ çапла ăнлантарать: «Хăйне пачах ăнланмалла мар тытать». Е тепĕр тĕслĕх: «Пуш пучах». Ку сăмах çаврăнăшĕ вара «ĕçне тума пултарайман, анчах пакăлтатма хатĕр çын» пирки калать.

Словарьте кашни фраземăн синонимĕсене илсе панă. Унта ытти чĕлхерен, уйрăмах вырăс чĕлхинчен, кĕнĕ калькăсем те вырăн тупнă.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.