Çĕнĕ Сименкке кăмăсĕ

18 Утă, 2018

Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке чăвашĕ Борис Саврин кăмăс хатĕрлеме пуçланă. Иртнĕ çул фермер лаша ĕрчетес енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Унпа утсем туяннă.
Борис Саврин хресчен-фермер хуçалăхĕнче хатĕрлекен кăмăса Пушкăртстан ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов та тутанса курнă, унăн пахалăхне ырланă. Ахальтен мар сиплĕ çак ĕçмене фермер Мускава та ăсатать.
Лашасене талăкра тăватă хутчен сăваççĕ. Пĕрре сунă чухне пĕр янавар 1 литр ытларах сĕт антарать. Сăвăм вăхăтĕнче калаçма юрамасть иккен. Ĕнепе танлаштарсан утсем шăплăха кăмăллаççĕ. Мĕн те пулсан килĕшмесен сĕт пачах антармаççĕ. Кун пек чухне тепĕр сăвăма кĕтмелли çеç юлать.
Кăмăса каткара хатĕрлеççĕ. Ăна уçлама ятарлă хатĕрпе усă кураççĕ.
Фермăра 200 пуç лаша, вĕсенчен 32-шне сăваççĕ. Кунне 70-80 литр кăмăс хатĕрлеме май пур. Ăна кăмăлласах туянаççĕ.
Район администрацийĕн ертÿçисем сĕннипе Савринсем Пелепейри ача- пăча çурчĕн лашисене те хăйсем патне яла вăхăтлăха илсе кайнă. Çак янаварсене вĕсем хĕлле апатпа тивĕçтерсе тăнă. Анчах ырă ĕçе халăх хаклама пĕлменни пăшăрхантарать фермера. Савринсем ача-пăча çурчĕн лашисене аш-какая ăсатни çинчен хыпар çÿрет- мĕн интернетра. «Паллах, çакна вулама çăмăл мар пире, — тет Борис Владимирович. — Ытларах ывăлăма Олега. Вăл кунĕпех выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшать. Каçхине пушанать те компьютер умне ларать. Унта вара çакнашкал суя хыпар çÿрет».
Хăшĕ-пĕри республика Пуçлăхне Рустэм Хамитова çăхав çырма шут тытнă иккен. «Рустэм Закиевич пирĕн пата килсессĕн эпир çав тери савăннă пулăттăмăр. Хамăрăн ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартăттăмăр ăна, чăваш кăмăсĕпе сăйлăттăмăр», — тет кил хуçи хĕрарăмĕ Луиза Геннадьевна.
Савринсем лаша усранисĕр пуçне вĕлле хурчĕ те тытаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.