Çĕнĕ Шупашкарта транспорт нуши татăлĕ-и?

Çĕнĕ Шупашкар хулинчен Шупашкара ĕçе е вĕренме çÿрекенсем ирсерен транспорт кĕтсе нушаланнипе республика ертÿçисем кăсăкланнă. Ыйту çивĕчлĕхне унтисем Чăваш Ен ертÿçине Михаил Игнатьева систернĕ.

Ĕнер транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов спутник-хулана çитсе лару-тăрăва хăй тĕрĕсленĕ. Ирхи 7 сехетрен пуçласа 7 сехет те 30 минутчен ларса кайма, чăн та, нушаллă иккен. "Маршруткăсем" хăвăрт тулаççĕ. Каяс текенсем пурте вырнаçаймаççĕ. Пассажирсенчен хăшĕсем çула май машинăсемпе çÿреççĕ. Ыйтăва татас тесе министр нумайрах вырăнлă автобуссене çав вăхăтра рейса кĕртмеллине палăртнă. Çывăх кунсенче лару-тăру лайăхланмалла.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР Транспорт министерствин сайтĕнчи сăнÿкерчĕк

Комментари хушас