Çĕнĕ Шупашкарта - футбол уйĕ
Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев химиксен хулинче пулнă. Савăнăçлă лару-тăрура нумай ачаллă Кирилловсемпе Аверкиевсен çемйисене Строительсен урамĕнчи çуртра вырнаçнă хваттерсен уççисене панă.
Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарсене çывхарса килекен Хула кунĕпе саламланă. Михаил Игнатьев Чăваш Енри чи çамрăк хула тикĕс аталаннине, пурнăç шайĕ лайăхланса пынине, ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса панине, предпринимательлĕхе аталантарма условисем тунине палăртнă. Çÿлерех асăннă Кирилловсен 5 ачаллă çемйи пĕр пÿлĕмлĕ хваттере тивĕçнĕ. 5 çул каялла Удмуртирен куçса килнĕ Аверкиевсен çемйи /вĕсен 7 ача/, халĕчченех хваттер тара илсе пурăнаканскер, виçĕ пÿлĕмлĕ 2 хваттерлĕ пулнă. "Пирĕн пек çемьесене пулăшнăшăн питĕ пысăк тав, нумай ачаллисене тĕрев кирлех!"- тенĕ Надежда Аверкиева.
Михаил Игнатьев химиксен хулинче футбол стадионне уçма хутшăннă. Асăннă спорт объектĕнче шкулсем физкультура урокĕсене ирттерĕç, çавăн пекех пысăк ăмăртусем те пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкарта спортăн чылай объекчĕ хута кайнă, хăшне-пĕрне юсаса çĕнетнĕ. Кунта çăмăл атлетика манежĕ, 50 метрлă бассейн пур. Нумаях пулмасть "Сокол" пăр керменне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. "Çĕнĕ Шупашкарта ватти-вĕтти те физкультурăпа тата спортпа туслаштăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнтăр тесе мĕн пур услови тунă. Хăвăрах куратăр, ачасемпе çамрăксен спорт юхăмне аталантарма та меллĕ кунта"- тенĕ Михаил Игнатьев.
А.ПЕТРОВА.
Комментари хушас