Çĕнĕ Шупашкарсем халăх йышне те, шалу шайне те ÿстереççĕ
Çĕнĕ Шупашкарта хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, унтах кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Канашлу ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко калаçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — Çĕнĕ Шупашкарта 13 программа пурнăçланать. Вĕсене ĕçе кĕртме 2016 çулта тĕрлĕ бюджетран 1554,9 миллион тенкĕ уйăрнă.
Нумай хваттерлĕ çуртсене пурне те юсаса пĕтернĕ. Кăçал 29 çуртра капиталлă юсав ирттерме палăртатпăр. Çул-йĕре юсас, картишри çулсемпе тротуарсене йĕркене кĕртес тĕллевпе кăçал ĕçлĕпĕр, — тенĕ И.Калиниченко. Çавăн пекех Игорь Борисович хулара пурăнакансен йышĕ çулсерен ÿснине пĕлтернĕ. Иртнĕ çулпа танлаштарсан пĕлтĕр 380 çын ытларах пулнине шута илнĕ.
Михаил Игнатьев тăван тăрăха аталантарас тĕллевпе нумай вăй хунăшăн тав тунă. Хулари пурнăçа лайăхлатассишĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме пултарассине палăртнă. “Граждансене шантарнине пурнăçласси — хула ертÿлĕхĕн тивĕçĕ. Юлашки çулсенче 124 картише хăтлăлатнă. Çак хисепе 200 таран ÿстермелле. Çĕнĕ плансем çинчен халăха пĕлтерсех тăмалла. Калăпăр, юсав программине кĕнĕ çуртсем çине табличкăсем çаксан та вырăнлă”, — сĕннĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Шупашкар бизнес-пĕрлĕхĕпе хутшăннă май вăтам шалу шайне 30 пин тенке çитерме сĕннĕ.
Канашлура ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă, предпринимательлĕхе аталантарас, çÿп-çап пухас, шалу тÿлес, хулара кордодром тăвас тата ытти ыйтăва хускатнă.
Çав кунах республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкула çитсе курнă. Унти вĕренÿпе апатлану условийĕсемпе кăсăкланнă, спортзалпа тата музейпе паллашнă. Çавăн пекех вĕрентекенсемпе тата шкул ачисемпе курса калаçнă. Михаил Васильевич вĕренÿ учрежденийĕнче “Ачасене воспитани парас ĕçре ашшĕн пĕлтерĕшĕ” ятпа иртнĕ “çавра сĕтеле” хутшăннă. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă мероприятире шкулти Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Орлов, Чăваш епархийĕн тĕн вĕрентĕвĕпе катехизис пайĕн пуçлăхĕ Димитрий Нестеренко тата ыттисем сăмах илнĕ, хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. “Ашшĕсĕр çитĕнекен ача туллин аталанаймасть. Ашшĕ вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла”, — палăртнă “çавра сĕтеле” хутшăнакансем.
А.ПЕТРОВ.
Комментари хушас