Çĕнĕ Шупашкарсем - чи хастаррисем!

6 Утă, 2015

Çемье ăшшине упрас тивĕç ĕлĕкренех хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Çутçанталăк пире, хĕрарăмсене, илеме, тирпейлĕхе, чунлăха пуринчен ытла туйма май панă-тăр. Тĕрлĕ саманара хĕрарăма обществăра хакласси тĕрлĕрен пулнă. Паян этемлĕхĕн вăйлă çуррипе пĕр тан праваллăскерсене патшалăх нихăш енчен те "катăкрах" шутламасть. Пачах урăхла - мăнаçланать пултаруллă хĕрарăмсемпе!

Июлĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" Культура керменĕнче "Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ-2014" республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява пырса çитнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тата унăн мăшăрне Лариса Юрьевнăна, хаклă ытти хăнасене Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕсен хастар ушкăнĕсем юрă-ташăпа, хăйсен аллипе ăсталанă япаласен пуян куравĕпе кĕтсе илчĕç. Чыслава сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков та хутшăнчĕç. Асăннă мерориятие аякри чаплă хăна та - Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп акушер-гинекологĕ, медицина наукисен докторĕ, педагог, профессор Лейла Адамян - çитсе курчĕ.

2017 çулта республикăри хĕрарăмсен общество организацийĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитет. Пултарулăха ÿстерсе пырас, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшас, тăван халăхăн ăс-хакăл пуянлăхне упрас, культурине аталантарас тĕллевлĕ хастар чиперккесене пĕтĕçтерекен ушкăнсем хальхи вăхăтра республикăра 300-е яхăн. Мускавра май уйăхĕн вĕçĕнче, Раççейри Хĕрарăмсен союзĕ 25 çул тултарнине уявланă май, Чăваш Енри çакнашкал организаци социаллă пĕлтерĕшлĕ грант проекчĕсене ăнăçлă пурнăçласа пынине палăртнă. Ольга Зайцевăна вара РФ Президенчĕн В.Путинăн Тав çырăвĕпе тата Раççей Хĕрарăмсен союзĕн медалĕпе наградăланă.

Республикăри чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсене - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн сехечĕпе, тĕрлĕ район-хула территорийĕнчи хĕрарăмсен канашĕсене дипломсемпе, парнесемпе чыслама пуçăниччен сцена çине Михаил Игнатьев тухрĕ. Пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, пултарулăхпа, юратма пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăнине палăртрĕ вăл. Вĕсен хăтлăхĕшĕн тăрăшса республика ертÿлĕхĕ те хăйĕн тÿпине хывма тăрăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ: садиксем уçни, ача çуратакансем валли больницăсенче условисене лайăхлатни, çитĕнекен ăрăва хушма пĕлÿ паракан объектсен йышне ÿстерни т.ыт.те.

- Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, нумай ачаллă çемьесен, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕ ÿсни савăнтарать. Çакăн пек çитĕнÿсем пурришĕн республикăри хĕрарăмсем умĕнче пуç таятăп, - терĕ Михаил Васильевич. - Республика ертÿлĕхĕ малашне те çемье хаклăхĕсене пĕлтерĕшлĕ вырăна лартĕ.

Пысăк залра пухăннă çынсем Лейла Адамян калаçнине те ăшшăн йышăнни хыттăн алă çупнинченех паллă пулчĕ.

- Тĕрлĕ çĕршывра пулма час-часах тÿр килет. Чăваш Ене вара мана кăчăк туртакан темиçе вăй пур: кунта çемье пĕлтерĕшне пысăка хуни, тĕрлĕ йăла-йĕркепе тĕлĕнтерекен ну-май нацилĕх тата Алла Самойлова пек хĕм сапакан куçлă маттур хĕрарăмсем! Паян вĕсем хăйсен республикин ертÿçине еплерех кĕтсе илнине сăнарăм. Вĕсен йăл кулли сăнĕ çинчен ан кайтăрччĕ, - терĕ Лейла Владимировна.

Малтанах конкурсра тĕрлĕ номинацире мала тухнисене саламланă хыççăн хумхануллă самант çитрĕ. Ертÿçĕ иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕ ятне асăнчĕ - "Республикăри чи лайăх Хĕрарăмсен канашĕ-2014" ята Çĕнĕ Шупашкарти хула уйрăмĕ çĕнсе илчĕ. Ăна Наталья Добрянская пултаруллăн ертсе пырать. Общество организацийĕ малашне те çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанса спутник-хула хастар чиперккисене тĕслĕ принтер парнелесе хавхалантарчĕ.

Ирина ИВАНОВА

Рубрика: