Çĕнĕ микрорайонсенче больницăсем кирлех

6 Утă, 2015

Медицина пулăшăвĕсен тата çын сывлăхне сыхлас ĕçĕн ирĕклĕ мониторингĕн "Сывлăх" фондăн ертÿçи, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Тĕп штабĕн членĕ Эдуард Гаврилов "Халăх фрончĕн" Чăваш Енри регион уйрăмĕн хастарĕсемпе Шупашкарăн çурт хыççăн çурт хăпартакан районĕсенчи медучрежденисене çитсе курнă.

Фонд ертÿçи чăваш уйрăмĕн хастарĕсен шухăшне - çĕнĕ микрорайонсенче поликлиникăсемпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене тумалли çинчен - ырланă. "Халăх фрончĕн" регион штабĕн çумпредседателĕ Игорь Дорофеев ертсе пыракан ушкăн чи малтан Павлов мичман тата Ахазов урамĕсенчи медицина учрежденийĕсене çитсе курнă, пациентсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Хăшпĕр чăрмава пăхмасăр çынсем çак больницăсенче тивĕçтерекен пулăшупа кăмăллă. Б.Хмельницкий урамĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вара "Халăх фрончĕн" хастарĕсем граждансем лайăх хак панине илтмен. Кунта аслисене те, ачасене те йышăнаççĕ. Темиçе кабинетра - терапевт, педиатр, врач-гериатр, процедура пÿлĕмĕ. Офиса çывăхри микрорайонта пурăнакансене пулăшу пама тесе уçнă, анчах нумаях пулмасть ку районта çĕнĕ "Садовый" комплекс "ÿссе ларнă", çавăнпа учреждени пурне те вăхăтра йышăнса ĕлкĕреймест.

"Садовый" микрорайонти пĕтĕм çурта туса пĕтерсен тепĕр 15 пин çын хушăнать. Паллах, больница ун чухлĕ пациента пулăшаймасть. Çавăнпа эпир хула администрацине çĕнĕ микрорайонсенче медицина учрежденийĕсен строительствине пуçлама сĕнесшĕн", - тенĕ Игорь Дорофеев. Унăн шухăшне Эдуард Гаврилов та ырланă. "Унсăр пуçне Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансен кирлĕ документсене илес тата медицина пулăшăвĕпе усă курас тĕллевпе виçĕ медучреждение çитсе килме ан тивтĕр тесе мĕн тума май пуррине тишкермелле. Ку вăл оптимизаци "çимĕçĕ"-тĕк - лару-тăрăва улăштармалла. Оптимизацие питĕ тимлĕ сăнаса тăмалла пирĕн. Сывлăх сыхлавĕ пахалăхлă пултăр тесе йĕркеллĕ условисем туни пĕлтерĕшлĕ", - тенĕ "Сывлăх" фондăн ертÿçи.

И.НИКОНОВ.

Рубрика: 
Автор: