Çĕнĕ комплексра — 1000 ĕне

24 Çĕртме, 2016

Вăрнар районĕнчи Малтикас ялĕшĕн пысăк савăнăç: кунта поселокри аш-какай комбиначĕн 1000 ĕне вырнаçмалăх комплексĕ хута кайрĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç объектне тума патшалăх пысăк витĕм кÿнине палăртнă. Проекта пурнăçлама 133,4 миллион тенкĕлĕх усă курнă, 10,1 миллион тенкине субсиди парса пулăшнă.

— Продукци туса илекенпе туянакан хушшине виççĕмĕшĕ хутшăнмасан потребитель хăйне йÿнĕрех хакпа паха таварпа тивĕçтерĕ, — палăртнă министр.

Аш-какай комбиначĕн директорĕ Николай Аливанов хăнасене предприятипе паллаштарнă. Çĕнĕ комплекс туни 20 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май панă. Кунти пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ.

Выльăх апачĕ тулăх хатĕрленĕрен ĕнерен продукци илесси ÿсет. Комбинат пĕлтĕр 2014 çулхинчен 35,4% ытларах — сĕт, кăçал 5 уйăхра 2015 çулхи çав вăхăтринчен 25,7% нумайрах аш-какай туса илнĕ.

Григорий ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.