Çĕнĕ çулта мĕн парнелеме хушмаççĕ

20 Раштав, 2013

Çĕнĕ çул парнисене суйланă чух халăхра сарăлнă хăш-пĕр паллăна та шута илме сĕнеççĕ.

Калăпăр, çĕçĕ парнелесен - çынсем пĕр-пĕринчен уйрăлса каяççĕ имĕш.

Çавăн пекех сехет те парнелеме хушмаççĕ – вăл та уйрăлăва пĕлтерет тесе шутлаççĕ.

Парнелекен шарф пирки те юлашки вăхăтра çавăн евĕрлĕ шухăшах çÿрет, вăл та мăшăр е хĕрпе каччă пĕр-пĕринчен уйрăлса каяссине пĕлтерет теççĕ. Анчах та ку асăрхаттару алăпа çыхнă шарф пирки кăна теççĕ, шăпах вăл уйрăлу палли имĕш.

Тутăр парнелени – тунсăха пĕлтерет.

Çавăн пекех тăватă е вун виçĕ япаларан тăракан япаласен пуххине те парнелеме сĕнмеççĕ.

Кĕлетке-пĕве тирпей-илем кÿрекен гигиена япалисене парнелени те тавлашуллă тесе шутлаççĕ. Вĕсем çын хăйне тирпейлĕ-таса тытманни пирки «систерсе каланине» пĕлтереççĕ Имĕш.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.