«Çĕнĕ çулта - çĕнĕ çемьере»

17 Раштав, 2014

Çак ятпа пирĕн республикăра ятарлă акци пуçланнă. Ăна ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çемьесене вырнаçтарассине вăйлатас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Уйăхлăх ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе район-хула администрацийĕсем пуçарнипе иртет. Опекăпа попечительство пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çак тапхăрта ача çурчĕсемпе интернатсенче пурăнакан тăлăхсене вăхăтлăха çемьене илме, вĕсене Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене тата хĕллехи каникула ыррăн та савăнăçлăн ирттерме майсем туса пама пултараççĕ. «Ачасем кил ăшшине туйччăр, çутă шухăш-тĕллевпе çунатланччăр, пысăк çитĕнÿсем тума хавхаланччăр. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте çемьере пурăнма ĕмĕтленеççĕ, вĕсене кашнине ашшĕ-амăшĕ кирлĕ», - теççĕ çак ятарлă акцие ирттерекенсем.

А.ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.