Çĕнĕ çул умĕн — çĕнĕ юмах

22 Раштав, 2016

Çĕнĕ çул тĕлне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ачасем валли çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. Паян çырнă хайлав тăрăх лартнăскер мар, апла пулин те кирек хăш ÿсĕмри куракан та ăна килĕштерĕ. Вăл — Ганс Христиан Андерсенăн «Снежная королева» юмахĕ.

— Ку юмаха пурте пĕлеççĕ, — каласа парать спектакль режиссерĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев-Трер. — Спектакль лартма пуçласан вăл мĕн тери пуян шухăшлă пулни тата паянхи пурнăçпа çыхăнни палăрчĕ. Паян та ырăпа усал кĕрешĕвĕ вĕçленмен. Юмахри ырă сăнар — Герда, усалли вара — Юр Королева. XIX-мĕш ĕмĕрти çыравçăсем ачасене пирĕнтен ытларах юратнă, ăнланнă пулĕ. Çавăнпа пĕчĕккисене валли те ахаль çеç мар, тарăн шухăшлă хайлавсем çырнă.

Юмаха сцена çине кăларма илемлĕ юрă-кĕвĕпе те, çутăсемпе те пуянлатнă. Артистсен янăравлă сасси хăех асамлăхпа тулнăн туйăнать, вăл чĕрене çавăрса илет, çав асамлăха ыткăнма чĕнет. Тепĕр тесен, илемлĕ юрă шăрантарнă чухне сăнарсем хăйсем те çав кĕвĕ хумĕ çинче ярăннăн курăнаççĕ, сцена çинче çăмăллăн куçса çÿреççĕ. Мĕнле майпа? Спектакле курсанах ăнланма пулать. Куç илми киленсе сăнанă май хăв та çав пăр патшалăхне лекнĕнех туятăн. Тата чĕре яланах ырă усала çĕнтерессе шансах тăрать. Çапах та çак çул çинче мĕн чухлĕ пăтăрмах, кĕрешÿ тĕл пулать-çке, çавăнпа çĕнтерÿ тата савăнăçлăрах килет. «Снежная королева» юмахра çак çĕнтерĕве çывхартма пысăк та таса Юрату, унăн Асамлăхĕ пулăшать.

Тахçан тăлăх Кая ырă чунлă Асанне хÿтлĕх панă. Ун патĕнче пурăнма тытăнсан арçын ача Гердăпа туслашнă. Пĕррехинче ачасем урамра юрпа вылянă. Сасартăк сивĕ çил тухнă та юр вĕçтерме тытăннă — Юр королева килнĕ. Усаллăх Тĕкĕрĕн ванчăкĕсем вун-вун çул нумай çынна сиен кÿнĕ, çавна пула тĕнче япăх енне улшăнсах кайнă. Хальхинче вара çав ванчăксем Кая та тивнĕ. Арçын ачан чунĕ хытнă, усалланнă. Çапла вара Юр королева ăна хăйĕн патшалăхне илсе кайнă. Харсăр Герда пиччĕшне çăлас тесе хăрушă çулçÿреврен те шикленмен. Нумай тус-юлташ тупнăран йывăрлăхсем те чарайман ăна. Герда Кая юр тыткăнĕнчен çăлни — чăн телей, ырă шанăç тÿрре тухни, ырри усала çĕнтерни.

Спектакле пур ÿсĕмрисем те килĕштерĕç. Çак юмах пире ырă чунлăрах пулма, çывăх çынсен йăнăшĕсене каçарма вĕрентет.

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Снежная королева» юрă-кĕвĕллĕ юмах куракансем патне çитет. Апла пулсан ачасемпе ашшĕ-амăшне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне çитсе курма сĕнетпĕр.

Лариса ПЕТРОВА.

Надежда АНДРЕЕВА сăнÿкерчĕкĕнче: спектакльти самант.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.