Çемьери вуннăмĕш ача

8 Юпа, 2014

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çак кунсенче Любовь Александровнăпа Александр Геннадьевич Александровсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнине шута илнĕ.

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчине телейлĕ ашшĕ-амăшĕ Изабелла ят панă. Пысăк çак çемьере 7 хĕр ачапа 2 арçын ача çитĕнеççĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемпе питĕ мăнаçланать. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене сайра тĕл пулакан, илемлĕ ятсем хунă: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана тата Изабелла. Александровсем Çăкалăхьялта пысăк çуртра пурăнаççĕ. Мăшăрлану керменĕн ĕçченĕсем нумай ача ашшĕне хĕр çуралнă ятпа ăшшăн саламланă, асăнмалăх парне панă. Химиксен хулинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулран çул ÿссе пыни савăнтарать. 2014 çулта 9 уйăхра кунта 180 çемьере виççĕмĕш, тăваттăмĕш... ачасем çут тĕнчене килнĕ.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.