"Çемье çулталăкĕ - 2015" конкурсра Магаринсем çĕнтерчĕç

27 Чÿк, 2015

Общество кирек хăш саманара та çирĕп çемьесемпе вăйлă. Çавна май çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăвас умĕн Чăваш Енри кăçалхи чи лайăх çемьесене чысларĕç.

"Çулталăк çемйи - 2015" конкурс йĕркелÿçисем тĕп çĕнтерÿçĕсĕр пуçне тата 5 номинаци çĕнтерÿçине палăртма й ышăннă.

Кăçал çак конкурса пурĕ 159 çемье хутшăннă. Вĕсенчен 28-ăшĕ - финала тухнă. Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Республикăри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче çĕнтерÿçĕсене чысласа пысăк уяв иртрĕ. "Çулталăк çемйи - 2015" титула çĕнсе илекенсем Шупашкар хулин Мускав районĕнче пурăнакан Магаринсем пулчĕç. Тĕрлĕ номинацисенче Зайцевсен /Çĕмĕрле хули/, Тикиневсен /Вăрнар районĕ/, Раковсен /Патăрьел районĕ/, Константиновсен /Тăвай районĕ/, Васильевсен /Йĕпреç районĕ/ çемйисем çĕнтерчĕç.

 

Автор: