«Çавра çил варринчи манăн кун»

23 Çурла, 2016

Любовь Васильевна Мартьянова

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра 1950 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче çуралнă. 1958-1969 çулсенче Карапашри, Кĕчкейри, Октябрьскинчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Çулталăкран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче вăй хунă. Любовь Мартьянова 1977 çулта «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçлеме пуçланă. 1980 çулта ăна поэзи пайĕн пуçлăхне лартнă. 1986 çултанпа вăл — СССР писателĕсен союзĕн членĕ.

Унăн сăввисем университетра вĕреннĕ чухнех пичетленме пуçланă. Пĕрремĕш кĕнеки — «Эп чĕртнĕ вучах» — 1982 çулта кун çути курнă. Унтан «Сенкер ачалăх», «Йышăнман сăмахсем» тухнă. Унăн калавĕсемпе сăввисене шкул, аслă шкул программисене кĕртнĕ. Любовь Мартьяновăн «Ан ятла», «Аса ил», «Хура тутăр хурлăн ÿкрĕ урайне», «Кĕрхи юрă» тата ытти сăввине юрра хывнă.

— Çынпа çын тĕл пулсан чи малтан мĕнле пурăнни пирки ыйтаççĕ. Эпĕ те хам ыйтăва çавăнтанах пуçлам. Мĕнле пурăнатăр, Любовь Васильевна?

— Ялти пурнăç ĕнтĕ вăл, пурте пĕлетĕр, ялтиллех. Халăх хушшинче, çынсемпе пĕрле. Вунă çул каялла атте Василий Егорович вилчĕ те — çавăнтанпа килте. Эпĕ ун чухне пенсие тухнăччĕ кăна-ха. «Эсĕ ялта пурăнас кăмăллă-и? Пурăнатăн тăк — газ кĕртетĕп, çук тăк аппаланмастăп та», — тенĕччĕ атте. Ара, ăна чи çывăх çыннăма, пурăнас килмест тесе епле калăн? Ватă çын кăмăлне хăварас килмерĕ: «Ялтах пурăнатăп», — терĕм. Халĕ вара яла таврăннишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп. Питĕ лайăх кунта, ял халăхĕ пирĕн питĕ кăмăллă, ырă. Пурте пур: лавкки иккĕ-виççĕ те, шкулĕ те, клубĕ те. Пахча çимĕç ÿстеретĕп. Выльăх-чĕрлĕх усрамастăп, мĕншĕн тесен манăн Шупашкара кайса килмелли тăтăшах тупăнать. Ялан çынран пулăшу ыйтас килмест.

Манăн анне Галина Семеновна шкулта ĕçленĕ, вырăс чĕлхипе литературине, историе, нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Йывăр чире пула 50 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Атте вара ĕмĕр тăршшĕпех Октябрьскинче фотографра вăй хучĕ. Эпир çемьере иккĕн ÿснĕ. Пичче Слава 34 çулта чухнех аварие лексе вилчĕ. Хĕлле эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Халĕ ав мăнукăмпа Мирославăпа йăпанатăп. Хĕрĕмпе кĕрĕвĕм час-часах килсе çÿреççĕ. Мăнукăма, хăй Мирослава, ашшĕ Вячеслав пулнăран «Слава Славина» тетĕп. Анчах вăл ун пек каланине йышăнасшăн мар-ха тулĕк.

— Любовь Васильевна, сирĕншĕн ачалăх мĕнпе асра юлнă?

— Кунта пирĕн йĕри-тавра вăрман. Çырлана, кăмпана çÿреттĕмĕр. Атăл та çывăхрах. Ялта эпир ирĕкре ÿснĕ. Аттепе анне ирхине ĕçе тухса кайнă, час килмен, çавăнпа пиччепе иксĕмĕр хăшĕн урай çумаллине, камăн кăмака хутмаллине палăртаттăмăр. Касри ачасем пирĕн патра пухăнатчĕç. Чупаттăмăр, выляттăмăр, йăлт çавăрттараттăмăр. Анне килнĕ çĕре яланах йĕрке тăваттăмăр. Урай йĕп-йĕпеччĕ ĕнтĕ...

— Сăвă çырма хăçан пуçланă?

— Хамăр ялти пуçламăш шкулта 3-4-мĕш классенче вĕреннĕ чухне «Хĕрлĕ йĕлтĕр» ятлă пĕрремĕш сăвва çырнăччĕ. Астумастăп ĕнтĕ халĕ: вĕрентекен çыртарнăччĕ-ши ăна пире, хам ирĕкпех хайланă-ши? Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне сăввăмсем шкулти стена хаçатĕнче пичетленнĕ. Юрату çинчен те пулнă. Çамрăк чухне пурте çыраççĕ ун пирки. Çапах тĕп вырăнта манăн — çын чунĕ, унăн кăмăл-туйăмĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ çулхинех манăн сăвва «Коммунизм ялавĕнче» пичетлерĕç. Тĕрĕссипе эпĕ ăна, «Асăнмалăх» ятлăскере, шкулта вĕреннĕ чухнех хайланăччĕ. Сăвви хăй те асăнмалăх юлчĕ ĕнтĕ. «Асăнмалăх параççĕ туссем çĕрĕсем, кĕнеке те параççĕ хăшсем. Тутăрсем, чĕлĕмсем. Килĕшетĕн-ши, парăп сана сăвăсем? Тен, илемсĕр вĕсем? Пур-пĕрех чĕререн тухнисем. Маншăн хаклă вĕсем»... Çакăн пек йĕркесемччĕ унта. Эпĕ Виталий Родионовпа, Раиса Сарпипе, Вениамин Пехилпе пĕрле вĕрентĕм. Эпир шутсăр туслăччĕ. Петĕр Яккусен поэта питĕ хисеплетĕп. Эпир пĕрле пуçтарăнмалли вырăн çук пулсан хăна çурчĕсенче пÿлĕм тупса тĕл пулаттăмăр, пĕр-пĕрин хушшинче конкурссемпе ăмăртусем ирттереттĕмĕр. Пире ăсталăха, пултарулăха аталантарма Виталий Станьял, Геннадий Хлебников, Вениамин Тимаков, Юрий Артемьев пулăшрĕç, хавхалантарса пычĕç.

— Калăр-ха: эсир учитель профессине мĕншĕн суйланă?

— Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне тытăнчăклă калаçнă. Халĕ те хушăран палăрать вăл манăн. Университетра та тытăнчăклă калаçнă. Çакă манăн психикăна улăштарнă. Çырма та çавăнпах пуçланă тен? 2-мĕш класра «Ленинградский почтальон» сăвă калама тухрăм та: «Это он, это он, Ленинградский почтальон», — терĕм те малаллине лайăх пĕлсен те калаймарăм. Вăт çапла ăнсăртран чĕлхесĕр пултăм. Виçĕ кун пачах та калаçаймарăм. Аттепе анне нимĕн те ăнланмаççĕ. Вара каярахпа пĕчĕккĕн пуплеме пуçларăм. Хама хам çĕнтерес тесе учитель пулас терĕм. Вăл калама çук çирĕп тĕллев: шкула кайсан ачасен умĕнче тытăнчăклă калаçаймастăн вĕт. Патăрьел районĕнчи Турханта 3 çул ĕçлерĕм. Унта паллашнă лайăх çынсене паянхи кунччен те асра тытатăп. Турхан ялĕнчи çынсенчен ыррине нумай илтĕм. Вĕсен пултарулăхĕ те, ĕçченлĕхĕ те тыткăнларĕç мана. Вĕсене курса тĕлĕнеттĕм. Пĕрре çитсе куратăпах-ха унта... Александр Галкин поэт /вăл «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕччĕ/ издательствăра конкурс ирттернĕ хыççăн манăн сăвăсене суйласа илсе пĕр страница пичетлесе кăларнăччĕ. Эпĕ ун чухне университетра вĕренеттĕм. Çав вăхăтра пĕр страница сăвă кун çути курни çынна ухмаха кăларса яратчĕ. Капашсăр пысăк пулăм вăл. Александр Волков университетра вĕреннĕ чухнех «Ăраскал» ертсе пыратчĕ. Çав кăларăмра мана хамăн сăвăсене вулаттаратчĕ. Çавă та витĕм кÿнĕ пулĕ. Александр Галкин мана 1977 çулта Турхантан «Тăван Атăл» журналта ĕçлеме чĕнсе илчĕ. Малтанах корректорта вăй хунăччĕ.

— Çырасси вара мĕнрен пуçланчĕ?

— 8-10-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех ăшăмра темĕскер тулса çитнĕ, тухмасть. Çырасшăн тапăлтататăп. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать. Темшĕн мана тĕс асаплантарма пуçларĕ. Пăхатăп пĕр тĕс — шухăшлатăп урăххи çинчен. Тепĕр тĕс куратăп — урăх шухăш. Каçсерен кăмака çине улăхса ларма кăмăллаттăм. Унта лампочка пурччĕ. Юри 5-6 тĕслĕ тутăр пуçтараттăм. Ялта расна тĕслĕреххине курсан ыйтса илеттĕм. Лампочкăна çав тутăрпа çыхаттăм та пĕчĕк пÿлĕм урăх тĕспе çуталатчĕ. Кăмака тăрри пысăк мар-ха та. Калăпăр, кăвак тĕс. Çутă кăвак тĕс тунсăхлă пек туйăнатчĕ. Çавăн пек асапланаттăм эпĕ. Кайран иртсе кайрĕ вăл. Ăсрине, чунрине кăларма мана тĕс кирлĕччĕ.

— Сирĕн юратнă тĕс хăшĕ вара?

— Çутă кăвак.

— Куçăр кăвак пулнăран-и?

— Ай, ман куç мĕн тĕслине пĕлме çук. Хĕсĕк куç, лайăххăн курăнмасть те пулĕ? «Анне, эсĕ мана пĕтĕмĕшле куратăн-и?» — тетчĕ хĕрĕм пĕчĕк чухне. «Мĕншĕн апла ыйтатăн?» — тĕлĕнеттĕм эпĕ. «Ак çакăн пек анчах мар-и?» — тетчĕ шит чухлĕ кăтартса. Урипе пуçне курмастăп тесе шухăшланă вăл.

— Сирĕн йăхра çыракансем пулнă-и?

— Анне çамрăк чухне çырнă тетчĕ-ха. Литературăна суйланă çыннăн ун пек туртăм пулнах ĕнтĕ. Атте те — илемлĕ искусство çынниех. Патăрьел тăрăхне кайнă чухне кĕнекесене, пичетленмен сăвăсене миххе чиксе общежитири пÿлĕмех çыхса хăварнăччĕ, вĕсем йăлт çухалчĕç. Манăн кĕнекесем — «Эпĕ чĕртнĕ вучах» /1982 çул/, «Сенкер ачалăх» /1983/, «Шурă юр юрри» /1986/, «Йышăнман сăмахсем» /1991/... Ушкăнпа кăларнă «Çÿл тÿпери çич çăлтăр» кĕнекере те сăввăмсем пичетленнĕ. «Сенкер ачалăх» вара — пĕчĕккисем валли çырнă проза. Кăçал кĕркунне «Çавра çил варринчи манăн кун» кĕнеке тухмалла. Унта юлашки вăхăтра çырнă сăвăсем кĕнĕ, вĕсенчен нумайăшĕ хаçатсенче кун çути курнă ĕнтĕ. Философ шухăшĕллĕ вĕсем.

— Сирĕн кунăр мĕншĕн çавра çил варринче?

— Манăн çеç мар, пĕтĕм çыннăн кунĕ çавра çил варринче иртет. Сирĕн те çавăн пекех вăл. Никамăн та пурнăçĕ лăпкă кÿлĕ мар. Юттин курăнмасть, çыннăнне пĕлместпĕр çеç. «Эпĕ лăпкă, питĕ лайăх пурăнатăп», — текен сахал. Çавăн пек ятлă сăвă та пур манăн... Яла килсен ачасем валли калавсем те çыртăм. Ăна çитес вăхăтра кун çути кăтартсан аванччĕ. Маларах хайланисем пур. Çĕннисене çырма мăнукăм хавхалантарчĕ. Яланах çырма тăрăшатăп. Шухăшĕ ĕçленĕ чухне пушшех пырса кĕрет.

— «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать» тесе çыракан вăрмана питĕ юратать ĕнтĕ...

— Вăрмана кам юратмасть ĕнтĕ? Анчах ватăлнăçемĕн вăрмана пĕччен каяс килмест, хăратăп. Çиçĕмрен, аслатирен, çĕленрен шикленни те асăрхануллăрах пулма хистет.

— Шăпчăк юррине итлеме вара кăмăллатăрах...

— Уншăн ыйха пĕрре кăна мар татнă. Халĕ куккук та ялтах юрлать, унччен пулман ун пекки. Куккук яла килнине халăхра ырра мар теççĕ. Эсир асăннă сăвва çамрăкла çырнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсен кăмăлне килнĕ пулас вăл. Миçе шкула кайнă — чăваш чĕлхи пÿлĕмĕсенче çак сăвă йĕркисене çырса хунă. Халĕ те шкулсене тĕлпулусене çÿретĕп, час-часах чĕнеççĕ. Ялти мероприятисене хаваспах хутшăнатăп. Нумаях пулмасть Карапашра ял уявĕ пулчĕ. Унта пурте пĕрле савăнтăмăр. Тăвансем, юлташсем, кăмăллă кÿршĕсем пулсан ялта пурăнма пулать.

— Эсир телейлĕ-и?

— Телейлĕ. Телейсĕр тенине йышăнмастăп. Ун пек уйăрни килĕшмест мана. Çын хăйне ĕмĕрĕпе телейлĕ тесе пурăнсан та шăп вилес умĕн ĕмĕрĕпех телейсĕр пурăннă пек туйса илме пултарать. Çав вăхăтрах хăйне телейсĕр тесе пурăннă çын та куçне юлашки хут хупнă чухне телейлĕ пулнине ăнланса илеет. Ачасем сывă пулсан хĕрарăм телейлĕ.

— Камăн сăввисене вулама юрататăр?

— «Çав поэтăн сăввисем питĕ килĕшеççĕ», — тени тĕрĕсех мар. Мана нумай поэтăн уйрăм сăввисем килĕшеççĕ. Николай Теветкелĕн, Петĕр Яккусен, Марина Карягинăн, Николай Исмуковăн, Василий Кервенĕн тарăн шухăшлă сăввисем кăмăла килеççĕ. Манăнне те çынсем хăшне килĕштереççĕ, теприсене айккине кăна сирсе хураççĕ.

— Ялти поэтсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытатăр-и?

— Нина Артемьевăпа шăнкăравласа калаçатпăр. Петĕр Яккусенпе калаçнăччĕ-ха, Аля Муссапа та курнăçатпăр, Петр Эйзинпа çыхăну тытатăп. Эпĕ чунпа ял çынниех. Çамрăк чухне хулара лайăх тетпĕр пулсан каярахпа чун ялаллах туртăнать. Пурин те çавах вăл. Çуртăм атте лартниех. Кивĕ, ăна эпĕ халь тин çĕнетес çук ĕнтĕ. Манăн ĕмĕре çитет. Пенси укçипе мĕнех тăвайăн? Хулара пурăннă тăк пĕр-пĕр ĕçе вырнаçма пулатчĕ. Анчах кунта пурăнас пулать — хутса ăшăтман çурт часах юхăнать.

— Эсир çу кунĕсене юрататăр-и?

— Кĕркуннене. Ман характерпа пĕр пек вăл. Сăввисем те манăн çавăн пекрех, тунсăхлăрах. Чи интересли: эпĕ кĕркунне ытларах çыратăп. Маншăн ылтăн кĕркунне илемлĕрех. Темле тунсăх та пур унта, савăнăç та. Шухăшламалли, пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт пек туйăнать. Çамрăкранах, пĕчĕкренех çавăн пек.

— Çыраканăн, пултарулăх çыннин пурнăçĕ ахаль çынсенчен уйрăлса тăрать-и?

— Çук! Манăн шухăшпа, кашни çын чунĕ хăйне май поэт та, художник те, писатель те, журналист та. Эпĕ хама нихăçан та сăвăç теместĕп. Манран вăйлăрах поэт пулмалли чунлă çын ялта пайтах. Çавăнпа çынсене «эсĕ — поэт, эсĕ — художник» тесе пайламалла мар. «Хыпарта» «Ялта пурăнать писатель» ярăма пуçарни — аван. Эпир, ялтисем, хулара мĕн пулнине сисмесĕр, пĕлмесĕр юлатпăр. Ялти çынсен те тухса çÿрес, пĕр-пĕринпе курнăçас, хутшăнас килет.

— Интереслĕ калаçушăн питĕ пысăк тав!

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Василий Кервен, поэт, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ:

— Любовь Мартьяновăпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне çывăхрах паллашнăччĕ. «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕнче сăввисене сÿтсе явма пĕрре мар хутшăннă. Унăн пултарулăхне тĕрлĕрен хаклатчĕç. Вăл шурă, ирĕклĕ сăвăсем ытларах çырнишĕн хăшĕ-пĕри кăмăлсăрччĕ. Хĕрсем вара унăн сăввисемшĕн каçсах каятчĕç, мана та килĕшетчĕç вĕсем.

Редакторта чылай ĕçленĕ май темĕнле çыравçăпа та тĕл пулма тиврĕ. «Рифмăпа ритм чăлхантарать, сăнарлă çырма, шухăша уçса пама чăрмантарать», — текенсем те пур. Вуласа пăхатăн та — хăйне килĕшнĕ пек çырсан та чуна пырса тивмелли нимĕн те çук. Любовь Мартьянова поэзийĕ вара сăнарлăхпа, шухăшпа вăйлă. Унăн вуламалли, ăса хывмалли, чуна уçмалли произведени чылай. Ăна хăй вăхăтĕнче мухтакансемех кайран манчĕç пулмалла. Ара, шухăшласа пăхăр-ха: унăн, чи тивĕçлисенчен пĕрин, нимĕнле хисеплĕ ят та çук. Чăваш писателĕсен председателĕнче, правленийĕнче çынсем улшăнсах тăчĕç — пĕри те Любовь Мартьяновăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят памашкăн ыйту çĕклемерĕ. Ара, вăл, ялта пурăнаканскер, халĕ кама «усă кÿрейтĕр»? Тем тесен те унăн поэзине юратакансен йышĕ паян та пысăк-ха.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.