Çăварни юрри янăрарĕ Мускавра
Мускавра тата облаçра пурăнакан чăвашсем Çăварние уявларĕç. Кăçал тĕрлĕ сăлтавпа ăна каярах юлса паллă турĕç пулин те çынсен кăмăл-туйăмĕ, савăнăçĕ иксĕлми тапса тăчĕ.
Çĕр-шывăн тĕп хулинчи «Хĕрлĕ Октябрь» культура çуртне çак кун пин-пин чăваш пухăнчĕ. Çуркуннене кĕтсе йĕркеленĕ мероприятие Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата Федерацин чăваш наци-культура автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев уçрĕç. Мускавра тĕпленнĕ йăхташăмăрсене Куславкка районĕнчи «Эткер» фольклор ансамблĕ, Красноармейски районĕнчи «Хавал» ансамбль, чăваш эстрада юрăçисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Палăртма кăмăллă: Мускав чăвашĕсем Кĕр сăри, Сурхури, Акатуй уявĕсене çулсерен анлă паллă тăваççĕ. Кашнинчех хăйсем çуралса ÿснĕ чăваш çĕрĕнчен юратнă юрăçсене чĕнсе илеççĕ. «Вĕсемпе пĕрле тăван çĕр-шывăн сиплĕ сывлăшĕ килнĕнех туйăнать», - теççĕ.
Красноармейскисем хăнасене урамранах Çăварни юррисемпе кĕтсе илчĕç. Хаваслă купăс сасси чуна çавăрса илнĕ май пĕри те тепри ташă картине хутшăнчĕ. Артистсен пултарулăхĕпе хавхаланнă çынсем спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç, вăй виçрĕç. Мускавсем Чăваш Республикинче туса кăларнă таварсене те туянма пултарчĕç.
И.СЕРГЕЕВА
Комментари хушас