"Çав кун мана тÿпене туртма пуçларĕ..."

10 Ака, 2014

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Ирхи ултă сехет. Казахстанри Байконур космодром. Гагарин вĕçеве хатĕр. Юрий Алексеевича вĕçме ирĕк панă. Вăл "Кайрăмăр" теме çеç ĕлкĕрнĕ. Çапла Юрий Алексеевич космоса çул уçнă пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.

Юрий Алексеевич Гагарин 1934 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Гжат районĕнчи Клушино ялĕнче çуралнă. СССР тапхăрĕнчи летчик-космонавт, Совет Союзĕн Геройĕ, полковник, тĕнче уçлăхне вĕçсе курнă пĕрремĕш çын. Вăл – «Çĕр куратăп», «Психологи тата космос», «Космоса хывнă çул» кĕнекесен авторĕ. 1968 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Владимир облаçне кĕрекен Киржач хулинче вĕренÿ вăхăтĕн- че вилнĕ.

Юра хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, чиркÿ прихутĕнче икĕ класс вĕреннĕскер, яланах çĕннине пĕлме тăрăшнă, çавна пулах пурнăçра чылай çитĕнÿ тунă. 1920-мĕш çул пуçламăшĕнче вăл Клушинора почтальон пулса ĕçленĕ, кайран тĕрлĕ çĕрте милиционер тивĕçне пурнăçланă. Юрий Гагаринăн амăшĕ, Анна Тимофеевна, заводра вăй хунă. Мăшăрĕпе вăл тăватă ача çуратса ура çине тăратнă. Асли – Валентин, ун хыççăн Зоя, Юрий тата Борис. Гагаринсен çемйинче тĕрĕслĕх хуçаланнă, Алексей Ивановичпа Анна Тимофеевна ачисене аслисене хисеплеме, çывăх çынсене юратма вĕрентнĕ. Вăхăт иртсен Юрий Гагарин çавнашкал çырнă: "Манăн çемье ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Аттепе анне ахаль вырăс çыннисем."

1941 çулта Юра Гагарин шкула утнă чухне пĕрремĕш хут самолет курнă. Вĕсен ялĕ çийĕн икĕ самолет вĕçсе иртнĕ. Вĕсенчен пĕрне тĕп тунă хыççăн самолет ÿкнĕ. Телее, унăн летчикĕ сывах юлнă. Хăш вăхăтра ялти мĕн пур ача летчик тăракан вырăна чупса пынă. Ар çын хăйĕн костюмне хывсан пурте унăн орденĕсене курнă. Юрий шкулта нумай вĕренмен, мĕншĕн тесен яла нимĕçсем çитнĕ. Вăй питти арçынсене пурне те фронта илсе кайнă. Гагаринсен çемье пуçлăхĕ уксах пулнăран ăна ялта хăварнă. Часах нимĕçсем вĕсен килĕнче мастерской туса янă, çемье вара çĕр пÿртре пурăнма пуçланă.

Юрий Гагаринăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Ксения Герасимовна Филиппова ачасене май килнĕ таран вĕрентме тăрăшнă, уроксем кашнинче урăх вырăнта иртнĕ. Юлашкинчен Зубковсен килĕнче. Унта та нумай вĕренеймен вĕсем: нимĕçсем хуçалăха лашасем илсе килнĕ, ачасене хăваласа янă.

Юрăн ашшĕ, арманта ĕçленĕ-скер, пĕррехинче армана нимĕçсем тырă авăртма хушса янă хĕрарăма çăнăх туса паман. Çавăншăн ăна вунă хут патакпа çапнă! Нимĕçсем ялтан тухса кайма шухăшланă. Вĕсем кашни ял-саларан çамрăксене Германие йывăр ĕçсене пурнăçламашкăн тата чикĕ хĕрринче тăмашкăн илсе кайнă. Пин-пин хĕр упраçпа яш тăван ялпа сыв пуллашнă. Вăл шутра – Гагаринсен аслă ачисем: Валентинпа Зоя.

Юрий Гагарин акă мĕн çырнă: "...пиччепе аппана ыттисемпе пĕрле Германие хăваласа кайрĕç. Аннепе пĕрле ытти хĕрарăм та колонна хыççăн чылай чупрĕ, анчах та нимĕçсем вĕсене хăваларĕç, йытăсемпе хăратрĕç".

Валентинпа Зоя тыткăнран тарма пултарнă. Вĕсем киле таврăнман, çара лекнĕ. Валентин танкист пулса тăнă, йăмăкĕ ветеринари госпиталĕнче ĕçленĕ. Клушиноран нимĕçсем кайсан Юрий Гагарин Гжатскри пĕлÿ çуртне çÿреме пуçланă. Шкул пĕтерсенех каччă заводра ĕçлеме шухăшланă, унтан малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Часах вăрçă пĕтнĕ. Унăн пиччĕшĕпе аппăшĕ киле таврăннă, çемье çавăрнă. Экзаменсене ăнăçлă тытсан Юрий Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче вырнаçнă ял хуçалăх транспорчĕн училищинче вĕреннĕ. Кайран Саратоври училищĕре ăс пухнă. Пĕррехинче ăна Константин Циолковский пирки доклад хатĕрлеме хушнă. Юрий Алексеевич каланă тăрăх, Циолковский унăн пурнăçне йăлт улăштарнă. " Çав кун мана тÿ-пене, космоса туртма пуçларĕ..." – тенĕ вăл.

Гагарин çапла каланă:

• Кайрăмăр!
• Этемри чи хăватлă вăй – чун хавалĕн вăйĕ.
• Малашлăхра эпир вĕçĕпĕр, нумай вĕçĕпĕр.
• Космос вăл – уçăлма тухни мар, ракета – самолет мар.
• Тĕнче уçлăхне вĕçсе килĕр, ăçта йывăртарах пулнине вара хăвăрах ăнланса илĕр.
• Çунатлă пулас тесен вĕçме ăнтăлни кирлĕ.
• Нумайраххи çинчен ĕмĕтленме юрать-и? Ку вăл истори вĕт-ха, ку – çĕнĕ тапхăр.
• Эсĕ çак ĕçе юрататăн, унпа кăсăкланатăн пулсан ăна пурнăçлама та çăмăл.
• Хуть те хăш вăхăтра та, тапхăрта та çынсем çĕнĕлĕх уçнă çĕре хутшăнсан хăйсене телейлĕ туйнă.
• Космоса та темĕнле суперменсем мар, ахаль çынсемех пăхăнтарнине вăхăт хăех кăтартса парать.
• Ку вăл пĕр манăн чап мар. Пĕччен космоса лекме пултарăттăмччĕ-и эпĕ? Ку – пирĕн халăх чапĕ.
• Ракета пуйăсран темиçе хут тикĕсрех те, тÿлекрех те каять.
• Спутник-караппа Çĕр тавра çаврăнсан пирĕн планета мĕн тери хитре пулнине асăрхарăм. Çынсем, çак илеме упрасчĕ, нумайлатасчĕ, ăна юхăнтарас марччĕ.
• Пĕтĕм пурнăçăм халĕ мана пĕр хÿхĕм самант пек туйăнать. Эпĕ ку таранччен мĕн пурнăçлани – пĕтĕмпех çак самантшăн.
• Çĕр... Еплерех илем!..
• Тÿпе хуп-хура. Çĕр кăн-кăвак. Питĕ лайăх курăнать.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.