Çармăс купăсçи чăвашла та юрлать

14 Ака, 2020

Андриян Николаев кăмăлланă «Вĕç, вĕç, куккука» уйрăмах килĕштерет

Ку тарана çитсен те хăйĕнпе юнашар ларса калаçманччĕ пулин те массăллă информаци хатĕрĕсем урлă Атăл леш енче вырнаçнă республикăра çуралса ÿснĕ Мари Эл тата Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Арсений Яйцов хут купăс ăсти çинчен чылайранпа пĕлеттĕм.
Пĕр кунхине редакцие ирех çитрĕ. Ĕç сĕтелĕ çине хăйĕн хутаçĕнчен сăн ÿкерчĕксем кăларса хучĕ. Арсений Арсеньевич кампа кăна сăн ÿкерĕнмен пулĕ! Вĕсен йышĕнче — çăлтăрсем, космонавтсем, спортсменсем… Хăшне-пĕрне асăнсах хăварам: Филипп Киркоров, Максим Галкин, Ярослав Бойко, Михаил Боярский, Максим Аверин, Витас, Людмила Зыкина, Анатолий Папанов, Валерия, Надежда Кадышева, Валентина Терешкова, Николай Валуев... 65 çулти хут купăсçă çулне кура мар вăр-вар, вăл хăйне салтак пекех çирĕп тытать. Мари, Чăваш, Пушкăрт республикисенче тата Чулхула облаçĕнче 1998 çултанпа хăй тĕллĕн 4 пин ытла ыр кăмăллăх концерчĕ кăтартнă. Ача сачĕсемпе шкулсене, мехпарксемпе фермăсене, ватăсен çурчĕсене, ытти çĕре те хăй шучĕпех кайса çÿрет. Кам хистет-ха ăна çапла тума? Тен, чунĕ ыйтнипе? Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалласа Çĕнĕ çул пуçлансанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсемпе тата ветеранĕсемпе, тыл хастарĕсемпе тĕл пулма тытăннă. Халĕ, кашнин изоляцире пулмалли тапхăрта, ку ĕçе вăхăтлăха пăрахăçланă-ха вăл. — Тăван çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварассишĕн юн тăкса паттăрлăх кăтартнисен йышĕ çулсерен сахалланать, — шухăшне палăртрĕ Арсений Арсеньевич. — Эпир аслă ăрурисен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Вĕсем мĕн чухлĕ терт-асап тÿснĕ, хĕн-хур курнă. Кашнине ятран асăнса, чунтан хисеплесе пуç тайма тивĕçлĕ. Ырă туни ырăпа таврăнать. Вĕсем патне юрă-кĕвĕпе кăмăлне çĕклес, канлĕ ватлăхра телейпе савăнăç парнелес тесе çитме тăрăшатăп. Хут купăса алла тытмасăр пĕр кун та пурăнма пултараймастăп. Çынна ырă тăвасси ăна амăшĕнчен куçнă. Мари Республикинче те Чăваш Енри пекех уçă та ăшă кăмăллă хĕрарăм темĕн чухлех. Софья Тимофеевна та вĕсен йышĕнчех. Вăрçă ачи нумай хура-шур курнă. Тен, вăл çавăнпах ĕмĕрĕпех пуçĕ ыратнипе аптăранă. Ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ. — Пирĕн ялта эпĕ пĕчĕк чухне купăс калакан нумайччĕ, — ачалăхне аса илчĕ Арсений Арсеньевич. — Тăваттăра чухне алла кирпĕч катăкĕ е патак тытса, маншăн вĕсем купăс евĕрех туйăннă, темĕн ĕнĕрлеттĕм. Анне мана виçĕ тÿмеллĕ пĕчĕк çеç купăс туянса панăччĕ. Çапах хăйне кура мар тĕрлĕ сасă кăларатчĕ вăл. Урамра тантăшсен умĕнче мĕн тери мăнаçланаттăм. Манран телейлĕрех арçын ача пулманах пулĕ. Виççĕмĕш класра чухне Герман кукка чăн купăс парнелерĕ. Çавăнтанпа вăл маншăн — илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе çунатлантаракан çывăх тус. Шкул хыççăн Йошкар-Олари музыка училищинче тăватă çул вĕрентĕм. Диплом илсен шкула вырнаçрăм. Кăнтăрла ачасене музыка вĕрентеттĕм, каçхине культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшаттăм. Пултарулăх ушкăнĕсене пулăшаттăм, вĕсене сцена çине тухма хатĕрлеттĕм. Çамрăк пулнă, ывăннине туйман. Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе Тольяттири çар оркестрĕнче пурнăçларăм. Тăван тăрăха таврăнсан та вăл шкулта вăй хума та, культура çуртĕнче ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Çав хушăрах тĕрлĕ регионта иртекен «Кала, хут купăс!» телепередачăсене хутшăнма вăхăт тупнă. Мари Элта тата ытти тăрăхра паллă çынсемпе курнăçнă. Çав самантсемпе усă курса вăл асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Мĕнле юрă-кĕвĕ тĕнчинче пурăнать-ха ăста? — Мана тĕнчери тата Атăл тăрăхĕнчи халăхсен юррисем тыткăнлаççĕ, — терĕ юрлама хатĕрленнĕ артист евĕр сулкалашса Арсений Яйцов. — Чăваш халăх кĕвви-çемми питĕ илемлĕ. Юрăсенчен хăшне-пĕрне мари чĕлхине куçартăм. Андриян Николаев космонавт кăмăлланă «Вĕç, вĕç, куккук» юрă мана уйрăмах килĕшет. Ăна чăвашла та юрлатăп.

www.hypar.ru

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.