Çарамасланнă сăн ÿкерчĕк ыйтаççĕ

23 Ака, 2020

Паллашу сайтĕнчи историсем пирки «Юратупа наркăмăшра» час-часах çырусем пичетленеççĕ. Маншăн та ку тема питĕ çывăх, мĕншĕн тесен эпĕ те 3 çул каялла паллашу сайтĕнче регистрацилентĕм. Халĕ те унтан тухайман-ха. Темшĕн чăн пурнăçра арçынсемпе паллашма йывăр мана. Виртуаллă тĕнчере хамăн арçынна тупасса шантăм. Кун пек майпа мăшăр шыракан пайтах. Миçе тĕлпулăва кайни, вĕсем мĕнпе вĕçленни пирки каласа тăмăп. Пачах урăххи пирки сăмах хускатăп. Сайтсенче мана тĕлĕнтернĕ пулăм çинчен çырса кăтартас килет.
Эпĕ паллашнă чылай арçын кĕлетке çинчи пурне те кăтартмалла мар вырăнсене сăн ÿкерсе яма ыйтать. Пĕрре те тĕл пулманнисенчен, ар хутшăнăвне кĕменнисенчен çавăн пек çырусем илетĕп. Пĕр е икĕ хутчен кăна кун пеккипе тĕл пулнă тăк, тен, тĕлĕнмĕттĕм. «Ăсĕ-пуçĕ йĕркеллех мар», — тесе «хура списока» кĕртĕттĕм те ун çинчен манăттăм. Сахал-им анкă-минкĕ интернетра? Анчах эпĕ паллашнă кашни иккĕмĕш арçын интимлă сăн ÿкерчĕксем ыйтрĕ. Çамрăк та мар-çке, 40-50 çулсенче, хăйсем каланă тăрăх, йĕркеллĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче авланнисем те пур. Мĕнле ăнланмалла çавăн пек çынсене? Хĕрарăма кам вырăнне хураççĕ-ши? Мĕнле мода пулчĕ ку? Ман шухăшпа, психикăн темле чирĕ пурах кунта. Çарамас хĕрарăм сăн ÿкерчĕкне курас килсен ăна урăх çĕрте тупма пулать вĕт-ха. Паллах, эпĕ пурне те хирĕçлерĕм. Ун пек арçынпа малалла калаçаймастăп. Тата акă мĕнпе тĕл пултăм: хăшĕ-пĕри нимĕн те ыйтмасăрах хăйсен ар хатĕрне ÿкерсе ярать. Веçех пухса пырас тăк ним те мар коллекци пулать. Мĕн тумалла ман вĕсен «хуçалăхĕпе»? Картина та, скульптура та мар. Пăхса киленмелли нимĕн те курмастăп.
Сирĕн хаçатра вулакан çырăвĕсене сексолог хуравлаканччĕ. Эпĕ те унăн пулăшăвĕсĕр çавăн пек арçынсене ăнланаймастăп пулĕ. Е пурнăçран юлтăм-ши? Специалист кун пирки мĕн калĕ?

ЛИЗА.

Вулакан çырăвне медицина наукисен кандидачĕ Михаил СЕРГЕЕВ сексолог, психотерапевт хуравлать:
Пĕр япалана е пулăма кашни çын тĕрлĕрен йышăнать, хаклать: пĕрне килĕшет, теприне — çук. Виртуаллă хутшăнура та çакна кура эпир хамăра валли партнер суйлатпăр. Паллах, калаçу çул çитмен çамрăксем пирки мар, çитĕннĕ çын шутне кĕнисем пирки пырать. Паллашу сайтĕнче ларакана мĕн те пулин килĕшменни е япăх туйăмсем çуратни — ку ăна кăна пырса тивекен ыйту. Секстинг /интимлă сăн ÿкерчĕксене телефон, соцсеть... урлă ярса пани/ пирки шухăш-кăмăла пач тепĕр майлă улăштарма пулать. 38-ти манăн пациентка, качча кайнăскер, çавăн пек турĕ те: «Паллашу сайтĕнче мана яланах çынпа калаçма, ун çинчен ытларах пĕлме килĕшетчĕ. Çавăнпа та кам ман пата çырнă, пурне те хуравларăм: вĕсене нихăш енпе те уйăрмарăм, пурте пĕр тан. Ытларахăшĕ пĕр евĕр çырчĕ, сăмах нумай вакламасăр тĕл пулма сĕнчĕ. Çарамасланнă сăн ÿкерчĕк ыйтакансем те тупăнчĕç. Ун пек чухне: «Ну вăт тÿрех-и, эпир паллашнăранпа 5 минут та иртмен-çке», — шÿтлесе ирттерсе яраттăм. Кайран ăнланчĕç те урăх ун пек ыйтма пăрахрĕç. Çав çынсем мана култаратчĕç, вĕсене чĕре çывăхне йышăнма çукчĕ. Эпĕ — йĕркеллĕ хĕрарăм, арçынпа паллашнă малтанхи тапхăрта мана романтика кирлĕ, кунта вара тÿрех ар хатĕрне ярса параççĕ. Çыннисĕр, хăйĕнсĕр, мĕн тумалла унпа?»
Паллашу сайчĕсем мĕн тума кирлĕ-ха? «Раççейри 2020 çулхи паллашу сайчĕсен Топ-5» сайт кăтартăвĕ тăрăх, пĕрремĕш сăлтав — юрату тата хутшăнусем шырама вăхăт çитменни, çавăн пекех вăтанни те. Сайтра вара пĕр йывăрлăхсăр çĕр-çĕр анкета курса хăвна килĕшекен çынна суйлама, харăсах темиçе çынпа паллашма пулать. «Савни тупас тĕллевпе халĕ тем чухлĕ укçа тÿлесе мероприятисене кайса çÿремелле мар. Кирек мĕнле сайт та сирĕншĕн кăсăклă мар кандидатсенчен хăтарса вăхăта перекетлеме пулăшать: пĕри хирĕçлесен çăмăллăнах тепри тупăнать. Апла пулсан сайтпа усă куракансем ытларахăшĕ кăмăл-туйăма хускатакан хутшăнусем шырамаççĕ, юратушăн, сирĕншĕн яваплăх илессишĕн çунмаççĕ. Темиçе тĕлпулу хыççăн çăмăллăнах уйрăлаççĕ. Вĕсем те партнертан çавна кăна кĕтеççĕ. Тепĕр категори — чăн пурнăçра паллашма хăракансем. Ун пеккисем чуна амантасран, хутшăнусем ăнăçсăр пуласран асăрханаççĕ. Çавăнпа паллашу сайтне тĕлĕнтермĕш вырăнпа танлаштараççĕ. Унта вĕсене пур кăлтăкпа, начар енсемпе йышăнаççĕ, шанăçа тÿрре кăлараççĕ имĕш. Çапла вара хăйсене валли ултавлă тĕнче шухăшласа кăлараççĕ», — палăртнă сайтра.
Тепĕр пациент, 42-ри авланса уйрăлнă арçын, каласа кăтартнă тăрăх, вăл сайтри анкетинче хăйĕн çинчен çапла çырнă: ăна пĕр-ик каçлăх хутшăнусем кирлĕ мар, пĕртенпĕр чун савнине шырать. Хĕрарăмпа тĕл пулнă, пĕрле вырăн ăшăтнă хыççăн ăна пăрахса теприне шырама тытăнать. «Хам çинчен урăхла çырнă тăк чылайăшĕ манпа тĕл пулма килĕшмĕччĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăмсем юрату шыраççĕ, арçынсем — савăшу». Килĕшекен арçынран уйрăлма тивнине чăтса ирттерме çăмăлах мар. «Темех пулман-иç, тепĕр савни тупăнать», — теме пулĕ-ха. Анчах уйрăлу хĕрарăмăн психикине амантма пултарать, депрессие те кĕртсе ÿкерет. 27-ри тепĕр клиентăн та паллашу сайтĕнчи арçынсем патне юрату çуралнă. Анчах пĕрре е иккĕ тĕл пулнă хыççăн хутшăнма пăрахнă: шăнкăравламан, çырман. Вăл куншăн асапланать, хăйне айăплать, арçынсемшĕн кăсăклă пулайманшăн, хăйĕн валли мăшăр тупайманшăн кулянать.
Секстинг теми патне таврăнар-ха. Г.Б.Дерягин хăйĕн кĕнекинче çырса кăтартнă тăрăх, ĕлĕк-авал тата вăтам ĕмĕрте пурăннă çынсемшĕн çарамасланни йĕркеллĕ пулăм шутланнă. Сăмахран, Авалхи Руçре XVI ĕмĕрте хулари общество мунчинче арçынсемпе хĕрарăмсем пĕрле çăвăннă. Кайран майĕпен тĕн, уйрăмах XVIII ĕмĕрте, хĕвел тухăç тĕнчин витĕмне кура çарамасланса çÿрени, савăшни çылăх текен шухăш çирĕпленнĕ.
Малалла вулас…

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.