Çар комиссариатне кайса вăрçа яма ыйтнă

11 Юпа, 2019

Шупашкарта кун кунлакан 102 çулти Мария Михайловăн шăпи ачалăхра та, çамрăклăхра та, çуллансан та çав тери нушаллă килсе тухнă. Пĕр ĕмĕрте мĕн кăна тÿссе ирттерме тивмен-ши Мария Васильевнăн? Халĕ çеç, ватлăхра, канлĕхре пурăнать. Çумра — пĕртен-пĕр хĕрĕ Зоя, мăнукĕ, кĕрĕвĕ... Çакăн пек лăпкăлăха вăл чăннипех тивĕç.
24 çулта — çапăçу хирне
Мария Васильевна — Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Янăш ялĕн хĕрĕ. Шкулта вăтам шайра ĕлкĕрсе пынăскерĕн малалла вĕренес, професси илес туртăм вăйлă пулнă. Сакăр класс пĕтерсен тĕп хулара акушерсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, строительство техникумĕнчен те вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕ.
— Çамрăк чухне эпĕ питĕ хастарччĕ. Пуçаруллă та пулнă. Хамăрăн комсомол организацийĕ йĕркеленĕ мĕн пур мероприятие хутшăнаттăм, айккинче юлас килмен. «Ворошиловский стрелок» ята та илтнĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ парти ретĕнче 75 çул тăнăскер.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен акушеркăра, склад заведующийĕнче, «Ударник» колхозăн ферма пуçлăхĕнче вăй хунă вăл. Совет Союзне тăшман тапăнса кĕрсен пикен чĕри çунма тытăннă: вăрçа каймалла! Анчах епле? Хăйĕнпе тантăш хĕрсемпе, каччăсемпе пĕрле юратнă Тăван çĕршывшăн пурнăçа хĕрхенмесĕр кар тăрас туртăм ниепле те канăç паман ăна. Çар комиссариатне çитнĕ те: «Фронта ярăр-ха мана!» — ыйтнă çирĕппĕн. Часах повестка çитнĕ. Мария Васильевнăна итленĕ май Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэминчи йĕркесем куç умне тухрĕç. 24 çулти Маша та амăшне пысăк хыпара вăрттăн, асăрханса пĕлтернĕ. Çывăх çынни ĕненесшĕн пулман: «Шÿтлетĕн-им?» — тесе темиçе те ыйтнă. Вăйĕ чакнăран тĕшĕрĕлсе аннă, тăрук шурса кайнă. Çемьере Машăсăр пуçне тата пилĕк ача çитĕннĕ пулин те амăшĕ ăна уйрăмах юратнă. Маша çирĕп тăнă, хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнман, 1942 çулта фронта тухса кайнă...
— Малтан Мускав облаçĕнчи Волоколамск районĕнчи госпитальте медсестра пулса служба тухрăм. Унтан Хĕвел анăç, Брянск, 1-мĕш Украина фрончĕсен медсанбатĕнче тăшманпа кĕрешрĕм, — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей.
Миçе салтака çăлнă-ши вăл? Калама та хĕн. Паллах, аманнисен йышне астумасть, вĕсем питĕ нумаййăн пулнă. Минăсем сирпĕннĕ, автомат шатăртатнă вăрçă хирĕнчен суранланнă яшсене сĕтĕрнĕ, вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Хăрушă кунсене аса илме юратмасть вăл:
— Вăрçă вăхăтне манăçа кăларас килет, анчах çав асап пурнăç тăршшĕпех чунăмран тухмасть. Тепĕр чухне тĕлĕк те куратăп: санитарсен палаткинче аманнисем чарăнми йынăшни хăлхана çурать, касса татнă çынсен алли-ури унта та кунта выртать. Йĕри-тавра юн, тасамарлăх... Хăш-пĕр саманта ниепле те манаймăн. Пĕррехинче нимĕçсем бомба пăрахнă вăхăтра совет танкне те лекрĕ, вăл çунма тытăнчĕ. Ун ăшĕнчен сывă юлма пултарнă танкиста çăлма тăрăшрăмăр. Чĕп-чĕрĕ юн хăй, контузиленнĕ. Вут ярса илнĕ танкран туртса кăларма хăтланнă чухне вăл пĕр чарăнми çапла каларĕ: «Ан нушаланăр-ха, персе вĕлерĕр». Çăлса хăвартăмăр вĕт ăна! Çавăн пек пĕчĕк çĕнтерÿ те пирĕншĕн, медсестрасемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ. Пурнăç хакĕ питĕ пысăк, — пурăнан çулĕсенче çÿçентерекен çак ÿкерчĕке куç умне миçе хут кăларнă-ши Мария Васильевна?
Тепрехинче чăваш хĕрĕ тăшмансен çĕрлехи тапăнăвĕнчен аран хăтăлса юлнă. Самолетран снарядсем пĕр вĕçĕм ÿксе çурăлнă вăхăтра медсестра куçĕ умне ăшăхах мар лупашка лекнĕ, унта пытанма хăтланнă. Пĕрре чăмнă, тепре сывламашкăн пуçне çĕкленĕ. Анчах аманнă вăл ун чухне — снаряд ванчăкĕ çурăмне лекнĕ. Пĕчĕкскере кăларайман, пурнăç тăршшĕпе çапла çÿрет. Халĕ аманнин палли те çук ĕнтĕ.
«Анне кĕтсе илеймерĕ...»
Тĕлĕнмелле! Мария Васильевна фронтра юратăвне тĕл пулнă. Чăваш каччипе Димăпа паллашсанах пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Аманнăскере Мария сиплесе ура çине тăма пулăшнă. Тăшман пульли яшăн хул пуççине лекнĕ. Таврари ахăр самана çамрăксен туйăмне çирĕплетнĕ. Вĕсем çырăнса мăшăр пулса тăнă. 1944 çулта Мария, ача кĕтнине пĕлнĕскер, тăван тăрăхне таврăннă. Вăрçă вĕçленнĕ çулхине çут тĕнчене килнĕ хĕре Зоя ят панă. Ашшĕне курмасăрах, илтмесĕрех çитĕнме пÿрнĕ ăна. Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хыççăн та Дмитрий арăмĕпе хĕрĕ патне таврăнман. Кăштахран киле хут çитнĕ: вăл хыпарсăр çухалнă. Мария мăшăрне шыранă, çар чаçĕсене çитнĕ, анчах усси пулман. Халĕ те юратнă çыннин вил тăприйĕ ăçта вырнаçнине пĕлейменшĕн кулянать.
Вăрçăран мăкăрăлакан хырăмпа таврăннă Марийăна килĕнче никам кĕтсе илмен. Ашшĕпе амăшĕ Шупашкара куçса кайнине ял-йышран пĕлнĕ.
— Çĕнĕ адреспа çывăх çыннăмсене шыраса çула тухрăм. Çитрĕм. Килте атте çеç. «Анне ăçта?» — ыйтрăм эпĕ. «Вăл текех çук», — терĕ куçне тартса. Анне кĕтсе илеймерĕ мана... Унăн пурнăçĕ татăлнă. Мăнтарăн аннем, епле хурланчĕ мана фронта ăсатнă чухне, сывă курайăп-ши тесе хÿхлесе йĕчĕ. Шăпа ав епле çаврăнса тухрĕ: эпĕ сывах, вăл вара... кĕтсе илеймерĕ, — вăрçă вăхăтне халĕ те ылханма пăрахаймасть кинемей. Юнлă кунсем унран чи хаклă, юратнă çыннисене ĕмĕрлĕхех туртса илнĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ те тăшманпа çапăçса вăрçăран чĕрĕ тухайман. Чĕре суранĕ пĕр ĕмĕрте те тĕпĕ-йĕрĕпе пирчеймен. Мария хăйне панă пăшалпа гимнастеркăна та пĕрлех илсе килнĕ. Пистолет фронтра унăн чи çывăх юлташĕ вырăнĕнчех пулнă, гимнастерка вара чăннипех хаклă. Ăна пин-пин салтакăн пурнăçне çăлнă медсестра нумай çул иртсен те тăхăннă. Ачисене кăтартнă. Фронтовика чылай медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Наградăсемпе нихăçан та мухтанман Мария Васильевна. Гимнастерки çине хăшне-пĕрне çеç çакать.
Икĕ ывăлĕ те çĕре кĕнĕ
Фронтран таврăнсан ăна Шупашкарта хваттер панă, хĕрĕпе Зойăпа унта кун кунланă. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах килмен, пĕччен хĕрарăмшăн пушшех те. Çамрăк амăшĕ Шупашкарти ача çуратмалли 1-мĕш çуртри хĕрарăмсен консультацийĕн медсестрине вырнаçнă. Ир пулсан — ĕçе, каçхине киле чупнă. Хастарскер КПСС членне кĕнĕ. Вăл çăмăлланма пулăшнă хĕрарăм çур хула ытла та пулĕ. Мария Васильевнăн хĕрĕ Зоя Дмитриевна каланă тăрăх, ăна тăтăшах тав тунă. «Питĕ лăпкă, ача çуратакансене кăшкăрмасть, ялан кăмăллăччĕ», — çавнашкал сăмахсемпе аса илеççĕ 40 çул медсестрара вăй хунăскере. Мария Михайлова ДОСААФра кружок та ертсе пынă, çамрăксемпе ĕçленĕ — винтовкăран пеме, вăл мĕнле пайсенчен тăнине вĕрентнĕ. Хăй питĕ лайăх стрелок пулнă.
Мария Васильевна тепре качча кайнă — Герман ятлă çамрăк арçынпа пĕрлешнĕ.
— Вăл питĕ ĕçченччĕ. Кооперативра шăвăçра тăрăшрĕ, çуртсен тăррине витетчĕç. Ылтăн алăллăскер килти мĕн пур япалана юсаса усă курма юрăхлă тăватчĕ. Шел, нумай пурăнаймарĕ, чĕре чирне пула çĕре ир кĕчĕ», — терĕ мăшăрне 52 çул каялла яланлăхах çухатнăскер. Иккĕмĕш хут çавăрнă çемьере икĕ ывăл Николайпа Леонид кун çути курнă.
— Ывăлăмсен пурнăçĕ синкерлĕ килсе тухрĕ. Савăнса пурăнмалла чухне хур куртăм. Тĕрĕс-тĕкел çитĕнчĕç, тĕрекленчĕç, çемье çавăрчĕç. Николай йĕркеллĕ пурăнаймарĕ, черкке енне сулăнчĕ. Эрех-сăра тыткăнне лексен хăйĕн пекех «çуттине» юратакан кин илсе килчĕ. Леньăн йывăр ĕçре пилĕк авнăран сывлăхĕ хавшарĕ, çамрăклах вилчĕ, — ассăн сывларĕ ватăскер. Хĕрĕшĕн çеç унăн чĕри ыратмасть. Зоя çитĕнсен Чита хулине ĕçлеме тухса кайнă, унтах çемье çавăрнă — ывăлпа хĕр унăн. Хĕрĕ, Мария Васильевнăн мăнукĕ, Читара кун кунлать, Димăпа вара, кукашшĕне хисеплесе çак ята хунăскерпе, пĕр килтех пурăнаççĕ.
— Ывăлăм Коля киле кин кĕртсен пурнăç улшăнчĕ. «Хаяррине» тăтăш сыпрĕç. Кин мана ватăсен çуртне кайма сĕнчĕ. Хам вăйпа çĕкленĕ çак çурта епле пăрахас? Зоя патне çыру ятăм, таврăнма ыйтрăм. Вăл Читари хваттерне сутса мăшăрĕпе, ывăлĕпе Димăпа Шупашкара килчĕ. Николай нумай пурăнаймарĕ, ĕçке пулах пуçне çирĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕмĕн çеç пурнăçĕ йĕркеллĕ иртет, хам пекех 100 çулхи юбилейне паллă тума сунатăп ăна, — терĕ Мария Васильевна калаçăва вĕçленĕ май.
Юлашки вăхăтра вăл хăйне япăхрах туйма пуçланă, урама тухса çÿреймест. Хăлхи япăх илтет, куç çивĕчлĕхĕ те чакнă. Çапах пуç усмасть, тăванĕсене хаваслă кăмăлпа кĕтсе илет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.