Çанталăк ырă çеç кÿтĕр
«Çанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет. Хăрушлăха чакарма мĕнпур мерăна йышăнмалла», — муниципалитетсен тата тивĕçлĕ ведомствăсен ертÿçисене чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер иртнĕ оперативлă селектор канашлăвĕнче.
«Районсен пуçлăхĕсен ниçта та тухса каймалла мар, вырăнсенче пурнăçа тивĕçтермелли ыйтусемпе ĕçлемелле. Çанталăкăн кăткăс условийĕсем кÿрекен йывăрлăха чакарас тĕлĕшпе мĕнпур ресурспа усă курмалла», — тенĕ вăл 2014 çулта республика пăрлă çумăр тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнине аса илтернĕ май.
Михаил Игнатьев районсен отпуска кайнă, анчах кану кунĕсене республикăрах ирттерекен пуçлăхĕсене отпускран чĕнсе кăларма хушнă. Муниципалитетсен ертÿçисем Чăваш Ен тулашĕнче тĕк — пĕтĕм яваплăха вĕсен заместителĕсен хăйсен çине илмелле.
Правительство Председателĕ Иван Моторин çумăра пула электролинисем, çулсем пăрланнине, сетьсем татăласран сыхланмаллине, вĕсене вырăна тухса сăнаса тăмаллине палăртнă. Транспорт министрĕ Михаил Резников районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене кашни муниципалитетра çанталăкăн кăткăс условийĕсен сиенне сирсе ярас енĕпе ĕçлекен штабсем йĕркелеме сĕннĕ, каçхине температура чакнă май лару-тăру татах та йывăрланассине кура çулсене тасатакан техникăна талăкĕпех ĕçлеттермелли пирки асăрхаттарнă.
Вăл çавăн пекех çанталăк япăхланнине кура ĕнер Çĕмĕрле-Шупашкар маршрутпа ирхи автобус çула тухманни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çынсене нушалантарма юраманни пирки асăрхаттарнă. Транспорт магистралĕсене кăна мар, картишсене те тирпейлемелле, çынсем çине ÿкесрен сыхланса çуртсен тăррисене юртан, пăртан тасатмалла. Вăл çак ĕçсене йĕркелессишĕн муниципалитетсен ертÿçисем пайăррăн явап тытни пирки каланă.
«Чăвашэнергон» тĕп инженерĕн заместителĕ Иван Шкрыль электричество линийĕсене тимлĕ сăнаса тăни пирки пĕлтернĕ — оборудовани йĕркеллĕ ĕçлет. Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов регионти çулсем çинче ăшăнмалли талăкĕпех ĕçлекен 79 пункт уçни, çывăх кунсенче çанталăк лайăхланасса кĕтме кирлĕ марри çинчен каланă.
Районсемпе хуласен пуçлăхĕсем вырăнсенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Герман Александров пĕлтернĕ тăрăх — тĕп хула урамĕсенче тĕрлĕ йышши транспорт йĕркеллĕ çÿрет. Ирхине 5 сехет çурăра хăшпĕр вырăнта сетьсем пăрланнине пула троллейбуссен çÿревĕ тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă. Анчах 8 сехет тĕлне общество транспорчĕ тĕлĕшпе ĕç-пуç йĕркеленнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйсен машинисене çулсен хĕррипе, картишсенче лартса хăваракан водительсем тĕлĕшпе мерăсем йышăнмалли пирки тепĕр хут аса илтернĕ — вĕсем юр тасатма чăрмантараççĕ. Юлашкинчен Михаил Игнатьев мĕнпур служба, муниципалитетсен ертÿçисене тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă, çанталăк условийĕсене пула тухса тăнă лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарнă.
К.СЕМЕНОВ
Комментари хушас