Çанталăк сивĕтиччен çĕрулми кăларассине вĕçлемелле

7 Юпа, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче ял хуçалăхăн хăшпĕр организацине çитсе курнă.

Муркаш районĕнчи «Ударник» кооперативăн уйĕнче çĕрулми кăларакансен, тĕшĕлĕх куккурус пухса кĕртекенсен, кĕрхи культурăсене акнă механизаторсен ĕç пахалăхĕпе кăсăкланнă. «Ударникăн» ĕç тăвакан директорĕ Иналук Тохтиев каланă тăрăх — кăçал сухалакан-акакан çĕр лаптăкне 15,3 процент пысăклатса 3189 гектара çитернĕ. Çав шутра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1631, выльăх апачĕлĕх — 1238, «иккĕмĕш çăкăр» 320 гектар. Кĕçнерникун тĕлне ăна 100 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. «Сирĕн ĕç мелĕсене хаклатпăр, — тенĕ Михаил Игнатьев. — Кооперативăн малашне республикăри чи лайăх хуçалăхсен йышне кĕмеллех».

Çĕрулми пухса кĕртекенсем Чăваш Ен Пуçлăхне ĕç укçипе кăмăллине пĕл­тернĕ. Вĕсене куллен апат­лантараççĕ. Хуçалăхра вăй хунăшăн тырă та уйăраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисен умне мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсене «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртмешкĕн пулăшма тĕллев лартнă. «Паян пĕтĕм техникăна тухăçлă ĕçлеттермелле, — тенĕ вăл. — Çĕрулми пухас ĕçе хутшăнма пултаракансене пурне те явăçтармалла. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх — çанталăк çывăх вăхăтра шăнтма пултарать. Пирĕн уй-хирте 4 пине яхăн гектар çĕрулми выртать. Суту-илÿре çирĕпленнĕ хакпа шутласан вăл 650 миллион тенкĕлĕх. Çитĕнтернĕ «иккĕмĕш çăкăра» тăкаксăр пухса кĕртесси — пĕтĕм халăх ĕçĕ!»

М.Игнатьев Шупашкар районĕнчи «Прогресс» обществăра, куккурус тĕшĕленĕ уйра, пулнă. АХО ертÿçи Евгений Шалеев каланă тăрăх — çак культура 264 гектар йышăнать. Унăн тĕшшине 20 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вăл кашни гектартан вăтамран 90 центнер тухнă. «Куккурус — выльăха энерги нумай паракан культура, продукци ытларах илме пулăшать», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа çапла каланă: «Паян аталану мотивацийĕ пур: хаксем ырă туртăмлă, пуласлăх аван. Уй-хиртен ял хуçалăх культурисене пухса кĕртессишĕн хăйсенчен мĕн кирлине тăвакан ертÿçĕсемпе специалистсем, ытти ĕçчен пысăк хисепе тивĕçлĕ».

Сергей МИХЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.