ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

18 Раштав, 2015

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа юр вĕçтеркелет. Паян, раштавăн 18-мĕшĕнче, кăнтăрла 9 градус сивĕ, каçхине 11 градус сивĕ. Юр вĕçтеркелет. Çил анăçран çеккунтра 2 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк - 78 процент. Ыран, раштавăн 19-мĕшĕнче, кăнтăрла - 6, каçхине 14 градус сивĕ. Уяр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр вĕçтеркелет. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен çеккунтра 5 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк - 66 процент. Раштавăн 20-мĕшĕнче кăнтăрла - 5, каçхине 7 градус сивĕ пулать. Пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр çăвать. Çил анăçран çеккунтра 3 метр хăвăртлăхпа вĕрĕ. Çĕр çинчи нÿрĕк - 79 процент.

Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк сивĕтет. Вырăн-вырăнпа юр вĕçтеркелет, вăхăт-вăхăтпа хĕвел те курăнкалать. Хĕвел ирхине 7 сехет те 54 минутра тухать, каçхине 14 сехет те 56 минутра анать. Кун тăршшĕ - 7 сехет те 01 минут.

Теги: