ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН
27 Ноября, 2015 | Çанталăк

Канмалли кунсенче республикăра ăмăр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр çăвать. Паян кăнтăрла 1-6 градус сивĕ, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Ыран, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, кăнтăрла - 2-4 градус сивĕ, каçхине - 2-8 градус сивĕ. Çил çурçĕр енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 55 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 25 минутра анать. Кун тăршшĕ - 7 сехет те 30 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк «вылянчăклăрах» пулать: эрне пуçламăшĕнче кăшт ăшăтать, йĕпе юр çума пултарать, каярах каллех сивĕтет.