ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

25 Пуш, 2016

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх — канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать, юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа çил-тăман вĕçтеркелет. Паян, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăнтăрла 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 1-6 градус сивĕ. Ыран, пушăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 1 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 2-4 градус сивĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче — 2 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен 3-8 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 6 сехет те 10 минутра тухать, каçхине 19 сехет те 5 минутра анать. Кун тăршшĕ — 12 сехет те 55 минут.

Теги: