ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

12 Нарăс, 2016

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр çăвать. Паян, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-5, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Ыран, нарăсăн 13-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-6, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче - 6-11 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвелтухăç енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 8 сехетре тухать, каçхине 17 сехет те 30 минутра анать. Кун тăршшĕ - 9 сехет те 30 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере çанталăк тата ăшăтать, вăхăтран вăхăт йĕпе юр çума пултарать.

Теги: