ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

16 Юпа, 2015

Канмалли кунсенче ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 3-8 градус ăшă, каçхине 1-4 градус ăшă пулать. Çил октябрĕн 16-мĕшĕнче çурçĕр-хĕвеланăç енчен 4-9 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Октябрĕн 17-мĕшĕнче хĕвеланăç енчен 6-11 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк ирхине - 90%, каçхине - 82%. Хĕвел ирхине 6 сехет те 25 минутра тухать, каçхине 16 сехет те 46 минутра анать. «Эрне пуçламăшĕнче те ăмăр çанталăк пулать, çумăр çăвать. Çавăнпа та сунчăка пĕрлех илсе çÿремелле пулать», - терĕ Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева.

Теги: