Çамрăксене - пулăшу

18 Утă, 2018

Пушкăртстан Президенчĕ Рустэм Хамитов указĕ тăрăх, аграри отрасльне ĕçе вырнаçнă çамрăксене пĕр хутчен 300-500-шер пин укçа памашкăн палăртнă.
Паллах, пурне те мар. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комисси членĕсем вара чи маттур, чи пултаруллă яшсемпе хĕрсене суйласа илнĕ.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçме асăннă республикăри 34 районти ял хуçалăх организацийĕсенчен 93 заявлени йышăннă. Ку хуçалăхсенче 2013-2018 çулсенче тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче агроном, зоотехник, ветеринар, инженер, бухгалтер специальноçĕсене алла илнĕ çамрăксем ĕçлеççĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнисенчен — 69, вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухнисенчен 24 заявлени йышăннă. Комисси вара 81 çамрăка патшалăх пулăшăвне парса хавхалантарма шут тытнă: аслă шкулта пĕлÿ илнисем /60 çамрăк/ — 500-шер пин, вăтам вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухнисем /21 хĕрпе каччă/ 300-шер пин тенке тивĕçнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.