Çамрăксене çăмăл мар

4 Çĕртме, 2016

Çамрăксене паян питĕ йывăр. Шалу пĕчĕк, пурăнмалли кĕтес çук... Туй тума та çăмăл мар. Патшалăх программисем пурин валли те мар. Хам та шкулта ĕçленĕ май темиçе çул каялла «Çамрăк специалист» программăпа усă курма шухăшланăччĕ. Çемьере тăваттăн эпир, çавăнпа та 57 тăваткал метртан кая мар пулмалла пурăнмалли кĕтес. 3 миллион тенкĕ тăратчĕ унашкал хваттер. Çав виçерен 500 пин тенке мана патшалăх тавăрса парать, тепĕр 2,5 миллион ăçтан тупас? Ун чухлĕ кредит нихăш банк та парас çук, эпĕ те ăна тÿлеес çук. Мăшăр ун чухне ачапа декрет отпускĕнче ларатчĕ. Алă сулма тиврĕ. Манпа пĕрле ĕçлекен шкулти çамрăк учительсенчен пĕри те çав программăпа усă кураймарĕ. Çемьене тăрантарас, ачасене ура çине тăратас, кредит тÿлес тесе темиçе çĕрте тăрăшма тивет паян. Çавăн пиркиех чылай ĕçе ячĕшĕн çеç пурнăçлаççĕ, тепĕр çĕре хăвăртрах çитсе ĕлкĕрмелле-çке. Водительсем талăкĕпе куç хупманнипе руль умĕнче çывăрса кайса аварие çакланаççĕ… Ик-виç ĕçре тăрăшакансен ачисене хăçан воспитани памалла? Камăн ашшĕ-амăшĕ çумра, вĕсене ку енĕпе çăмăлрах. Асламăшĕ е кукамăшĕ ача садне чупать, тин çеç шкула кайма пуçланăскерне леçсе ярать, кĕтсе илет.

Çителĕксĕр пурнăç, укçа-тенкĕ тÿлеменни çемьесене хирĕçтерет паян. Мăшăр пĕр-пĕринчен уйрăммăн пурăннине те ырламалли çук. Ашшĕсене курмасăрах çитĕнеççĕ ачисем. Ĕç пулсан паянхи пек тĕнче касса çÿрес çукчĕ-ха арçынĕсем. Кил хуçи аякра ĕçлесе çÿрени пиркиех мĕн чухлĕ çемье арканать. Е арăмĕ, е упăшки урăххипе çыхланать.

Юлашки вăхăтра тăван тăвана, юлташ юлташа, кÿршĕ кÿрше хисеплеми пулчĕ. Пĕри тепринчен лайăхрах пурăнни тарăхтарать, кĕвĕçтерет темелле-ши? Мĕншĕн çапла? Юлташăн пурнăçĕ ăннишĕн савăнмалла кăна пек. Пĕр-пĕрин патне çÿреме пăрахрĕç çынсем. Çын хуйхи, нуши никама та кирлĕ мар. Йывăр вăхăтра ăшă та ырă сăмахпа пулăшни те тем пекех те.

Шкулта тăхăр çул чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май çакна каласа хăварас килет. Ачасем чăвашла вĕренесшĕн, анчах та пирĕн тăван чĕлхе ашшĕ-амăшне кирлĕ мар. «Чăваш чĕлхипе мĕн тăватăн, математикăпа, вырăс чĕлхипе экзамен тытма тивет, çав икĕ предмета лайăх пĕлни çитет», — теççĕ çывăх çыннисем. Чăваш чĕлхи математикăпа вырăс чĕлхине шĕкĕлчеме хăш енчен чăрмантарать-ши?

Валерий КУЗЬМИН, юрăç

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.