- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксен хаçачĕ» - чунпа çамрăк çынсем валли
Сергей ПЕТРОВ, чăваш эстрада юрăçи:
— Хаçат-журнал, кĕнеке вулакан çын ăс-тăн пухма, çĕннине пĕлме тăрăшать. Хаçат-журнал — тус пекех, унта нумай ыйтăвăн хуравне тупатăн. Студент чухне кĕнеке вулама хушатчĕç, манăн килте пĕчĕк библиотека пур. Çырăнса илнĕ хаçат-журнала та эпир пухса пыраттăмăр, халĕ те çаплах тăватпăр. «Çамрăксен хаçачĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тĕрлĕ ыйтăва çутатать-çке вăл: яш-хĕрĕн пурнăçĕ, культура, юрă-кĕвĕ тĕнчи, интереслĕ пулăмсемпе хыпарсем — пĕтĕмпех пур унта. Шкулта вĕреннĕ чухнех аннене çапла калаттăм: «Çамрăксен хаçатне» кăçал та, малашне те çырăнса илмеллех». Çывăх çыннăм халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та юратнă кăларăма кăмăлласах вулать. «Ку хаçата алла тытсан хама çамрăкланса кайнă пекех туятăп», — тет вăл йăл кулса. Чунпа яланах çамрăк пуласчĕ: ватăсене пуç таясчĕ, çамрăксене çул парасчĕ! «Çамрăксен хаçачĕпе» туслăха татмăп. Вăйлă хаçат вăл! Ку кăларăм — чунпа çамрăк çынсем валли!
«Çамрăксен хаçатне» 2017 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн 376,20 тенкĕпе çырăнтараççĕ.
Комментари хушас