«Çамрăксен хаçачĕ» 37 (6283) № 19.09.2019

19 Авăн, 2019

* «Камера! Мотор! Пуçларăмăр!» сăмахсемпе, ахăртнех, кашни кинофильм, тепĕр чухне — киношедевр, ÿкерме тытăнаççĕ. Кам ÿкерÿ лапамĕнче пулса курнă, çав пĕлет. Пулас кинокартинăна калăпланине сăнамашкăн пурне те ăнмасть, манăн вара хамăн куçпа курмашкăн май пулчĕ. Çак кунсенче Шупашкарта халăх паттăрĕн ятне тивĕçнĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ Василий Чапаев дивизи командирĕ пирки кино ÿкерчĕç. «Чапайăн Тăван çĕршывĕн» авторĕ, продюсерĕ тата режиссерĕ — Мускавра пурăнакан Ольга Лаптева, сценарисчĕ — Алексей Френкель. Планланă тăрăх, фильм 26 минут пырĕ, вăл тĕрлĕ тĕспе, вырăсла тухĕ. Чăвашла тата акăлчанла субтитрсем пулĕç. Пултарулăх команди пин-пин шÿт-кулăш геройĕ пулса тăнă мăйăхлă комдивăн Тăван çĕршывне çитнĕ. Ÿкерĕвĕн виççĕмĕш кунĕ заливра иртрĕ. Пысăк ушкăн аякранах курăнчĕ — кинора ÿкерĕнмешкĕн Шупашкар хулин волонтер центрĕн çамрăкĕсене явăçтарнă. 150 ытла хĕрпе каччă шавларĕ, кĕрлерĕ, кулчĕ… Ушкăна йĕркелемешкĕн, вырнаçтармашкăн вăйлă сасă кирлĕ. Нерв тытăмĕ те çирĕп пулмалла.

Волонтерсене виçĕ ушкăна пайларĕç, пĕрисене — ларма, теприсене тăма хушрĕç. Вĕсен тивĕçĕ — Атăлтан тухакан Василий Чапаева тăвăллăн алă çупса кĕтсе илесси, ыталасси тата çÿлелле ывăтасси. Çамрăксем кĕпĕрленсе çыран хĕррине васкарĕç: пĕрре çапла турĕç, иккĕ… Юлашкинчен ывăнса çитрĕç-тĕр, хăшĕ-пĕри сак çине ларчĕ. Çапла, пĕр сценăна темиçе хут ÿкерме тивет. Актерсем ывăнаççĕ, анчах шарламаççĕ. Темиçе хут çыран хĕррине чупса анчĕç çамрăксем, алă çупса кăшкăрчĕç. Чапаев хăй ăçта-ши? Вăл курăнмарĕ. Волонтерсен куçа курăнман паттăра саламлама тиврĕ. Çав вăхăтра Василий Иванович рольне калăплакан каччă çыран хĕрринчи пĕчĕк пÿртре утиялпа пĕркенсе ларчĕ... Вăл питĕ шăннă. Ара, унăн Атăл шывĕнче ишме тиврĕ. Кĕрхи юхан шыв пач та ăшă мар. Тăр-тăр чĕтрекенскер тăна кĕрсе çитрĕ-ши — тепĕр сценăра ÿкерĕнмешкĕн ăна йыхăрчĕç. Лапамра хĕвĕшÿ хуçаланчĕ пулин те кашни хăйĕн ĕçне тата вырăнне пĕлсе тăрăшрĕ. Пĕр камера — кунта, тепри лере вырнаçнă. Çутă еплерех ÿкнине, ÿкерÿпе кăсăкланакан иртен-çÿрен кадра кĕмелле маррине тимлемелле. «Ку репетици çеç пулчĕ. Халĕ — ÿкеретпĕр! Хатĕрленĕр!» — хушу пачĕç волонтерсене, Чапаева. Çак самант тĕлне икĕ сехет пек иртнĕччĕ ĕнтĕ. Комдивăн черетлĕ хут çара уран юхан шыва кĕме тиврĕ. Çакна çÿçенмесĕр сăнаймăн. Çавăнпа пĕркенмешкĕн утиял, тапочкă кунтах тытса тăчĕç. Çывăхрах вĕри кофе е чей туянма май пурччĕ.

(Тăван тăрăхĕнче Чапаев хăй те пулăшса пырать. Нина ЦАРЫГИНА)

* Паллă юрăçсем пекех 55-ре те хĕр пек курăнас килет-и? Пит çинчи пĕркеленчĕксене пĕтермешкĕн мĕн тумалла? Çамрăклăха тавăрма пулать-и Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕн косметологи уйрăмĕн ертÿçи Наталия МАКАРОВА патне чипер курăнас текенсем çитеççĕ.

— Косметологире чăн-чăн революци пулса иртрĕ. Ÿте çамрăклатмашкăн мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕç пуль: фототерапи (ÿте çутă пайăркипе çамрăклатни), пилинг (ÿте тарăннăн тасатни), ботокс (инъекци туни), плазмотерапи… Шупашкарти клиникăсем те тĕнче тенденцийĕсенчен юлмаççĕ. Хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те чипер сăнлă пулассишĕн «илем уколĕсем» тутараççĕ.Эсир çакна мĕнле йышăнатăр?

— Инъекци процедурисем анлă сарăлчĕç. Вĕсем, чăннипех те, эстетикăри революционерсем. «Илем уколĕсем» хаклă мар, суранлатмаççĕ, ытлашши ыраттармаççĕ. Вĕсене тусан пĕркеленчĕксем çухалаççĕ, ÿт якалать. Инъекци е процедура? Манăн шухăшпа, иккĕшĕнпе те усă курмалла.

(Çителĕклĕ çывăрмасан ÿт сывă курăнмасть. Ольга КАЛИТОВА)

* «Манăн ахаль те 4 професси. Аслă пĕлÿ кирлех-ши?» — шухăшланă Светлана Ирбитская Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кĕриччен. Шупашкар хĕрĕ шкулта чухнех ятарлă курссене çырăнса менеджера, секретаре вĕреннĕ. Кайран тĕп хулари экономикăпа технологи колледжĕнче çĕвĕç ăсталăхне алла илнĕ, маникюр тăвакансен курсне çÿренĕ. Чĕр чунсене юратниех ăна академие вĕренме кĕмешкĕн хистенĕ. «Тăватă ураллă туссене ачаранах кăмăллатăп. Яла асанне патне кайсан ĕне пăхма пулăшаттăм. Аттен çулĕпе каяс килетчĕ. Вăл йĕрке хуралĕнче службăра тăнă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă. Эпĕ вара кинолог пуласшăнччĕ», — каласа кăтартрĕ 3-мĕш курс студентки. Светлана — пулас зоотехник. Пике 1-мĕш курсрах аслă шкулти «Зверополис» ветеринари отрядне çырăннă. Ытти хастарпа пĕрле тĕп хулари йытăсен вăхăтлăх пунктне час-часах çÿрет. Çапкаланчăк чĕр чунсене шелленипех хăйсен укçипе ятарлă апат туянаççĕ. Света хăй те йытă усрама ĕмĕтленет. Çакăншăнах яла кайса пурăнма та хирĕç мар. «Мĕн чухлĕ усрас килет — çавăн чухлĕ тытăттăм», — йăл кулчĕ 22 çулти хĕр. Вăл тĕп хулари юсанмалли 4-мĕш колоние те çÿрет: унта йытăсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ.

(Хула хĕрĕ ĕне пăрулаттарма вĕреннĕ. Ирина КОШКИНА)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.