«Çамрăксен хаçачĕ» 32 (6278) № 15.08.2019

15 Çурла, 2019

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Наталия Березина пурнăçне археологипе çыхăнтарнă. Ăсчах палăртнă тăрăх, историе ăна амăшĕ юратма вĕрентнĕ: кĕнекесем туяннă, хавхалантарма тăрăшнă. Вăлах хĕрне археологипе кăсăклантарма пултарнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультечĕн дипломне илнĕ Наталия Степановна Хусанти Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ. Унтах «Атăлçири чул ĕмĕрĕ» диссертаци хÿтĕленĕ.

Çĕрпÿ çывăхĕнче бизонсемпе пăшисене тытнă
Археологи этемлĕхĕн кун-çулне сыхланса юлнă япаласем тăрăх тĕпчет. Ăслăлăх çамрăксене те кăсăклантарать. Истори факультечĕн студенчĕсем археологи экспедицийĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Малтанхи кунсенче уй-хирти пурнăçа хăнăхаççĕ, пирвайхи хут хуранта янтăланă пăтта тутанаççĕ, шартса пăхакан хĕвел айĕнче çĕр чаваççĕ, шалкăм çумăр айĕнче йĕпенеççĕ… Наталия Степановна пытармасть, хăвăрт пуяс шухăшлисем археологипе кăсăкланмĕç. Экспедицие йывăрлăхран хăраманнисемпе историе юратакансем çеç хутшăнаççĕ. Хăй те археологие вăхăт иртсен çеç кăмăллама пуçланă. Çамрăк чухне Наталия Березина Атăл леш енчи экспедицие хутшăннă. Унта мезолит тапхăрĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр юлашкийĕсене, йăлара усă курнă япаласене тупнă. Мари, тутар ăсчахĕсем те вĕсемпе паллашнă. 8-9 пинмĕш çулсенче усă курнă ĕç хатĕрĕсем ученăйсене калама çук кăсăклантарнă. Çамрăк археолога та мухтаса хавхалантарнă — вăл тăрăшнипе вырăнти халăхăн кулленхи пурнăçне куç умне кăларма пулать-çке.
Çĕрпÿ çывăхĕнчи палеолит тапхăрĕнчи (14 пин çул каялла) «Шолма» мастерской-стоянка Чăваш Енри чи авалхи археологи палăкĕ шутланать. Унта тупнă артефактсене радиоуглерод анализĕ туса ирттернĕ. Япаласене Америкăра та тĕрĕсленĕ. Тĕпчевсем хыççăн археологсем пĕр шухăш патне çитнĕ: стоянкăра Вăтам Донран Атăлçи тăрăхне куçса килнĕ сунарçăсем пурăннă. Кремнирен хĕç-çĕçĕ ăсталанăскерсем çурçĕр лашисемпе пăшисене, бизонсене тытнă. Çакна чĕр чунсен ÿт юлашкийĕ тăрăх çирĕплетнĕ. Кунашкал археологи вырăнĕсенче шырав лаптăкĕ пысăках мар, тăпран кашни миллиметрне киçтĕкпе тасатса тĕпчеççĕ. «Шолма» стоянкăри 7 тăваткал метр лаптăкра 2 пине яхăн япала тупнă. Хăшĕ-пĕри тăпра айĕнче пин-пин çул выртсан та пахалăхне çухатман. Чул хĕçсем халĕ те хута касса ваклаççĕ. Археологсемшĕн ку чăн-чăн тĕлĕнтермĕш. Хĕçсем 5-10 пин çултан та мăкалмĕç. Çĕрпÿ районĕнчи стоянка Атăлпа Урал хушшинчи чи паллă археологи палăкĕ шутланать.
Чăваш Енри археологсем çулсерен Улатăр районĕнчи Утюж юхан шыв хĕрне пухăнаççĕ. Самар, Пенза, Ульяновск, Мускав специалисчĕсем те çав экспедицие кăмăлпах хутшăнаççĕ — пĕтĕмпе 100-е яхăн çын. Унти лаптăкра мезолит, неолит тапхăрĕсенчен пуçласа XIV ĕмĕрччен пурăннă çынсенчен юлнă япаласем самай пулнă. Керамика савăтсем тупăннă. Тĕпчев Вăтам Атăл тăрăхĕнчи тăм чÿлмексене çавăн чухнех тума пуçланине çирплетнĕ. Халĕ ку япаласем Улатăр музейĕсенче упранаççĕ.
Елчĕк ачисем те экспедицире
Экспедицие ирттермешкĕн пĕлÿ кирлĕ. Ăçта чавас килет çавăнта чаваймăн. Малтанах разведка экспедицийĕ ирттереççĕ. Команда пухăнсан çеç ĕçе пуçăнаççĕ. Ушкăна студентсене те, шкул ачисене те йышăнаççĕ. Пĕрисем чаваççĕ, теприсем тупнă япаласене тăпраран тасатаççĕ, виççĕмĕшĕсем вĕсене фото ÿкереççĕ, çырса палăртаççĕ. Наталия Березина археолог ушкăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультечĕн студенчĕсене йышăнать. Кăçал вĕсемпе виççĕмĕш хут çула тухнă. Экспедицинче ăсчахсемпе студентсем туслашаççĕ. «Пулас вĕрентекенсене кунашкал практика кирлĕ. Шкулсенче ĕçлеме пуçлĕç, вĕренекенĕсене археологи шыравĕсем пирки каласа парĕç», — терĕ Наталия Степановна. \
Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа хулашра ªгородищеº шырав ĕçĕсене ăсчахсемпе пĕрле вĕрентекенсемпе шкул ачисем хутшăнаççĕ. Сăмах май, унта Тутарстанри А.Х.Халикова ячĕллĕ археологи институчĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пĕрлехи проекчĕ пурнăçланать. Специалистсем çамрăк ăру аваллăхпа кăсăкланнăшăн савăнаççĕ. Ачасен савăнăçне куçран тинкерсенех асăрхама пулать. Археологсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕшĕн хĕпĕртенĕскерсем кашни тупнă япалана тимлĕн сăнаççĕ.
Наталия Березина Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс çывăхĕнчи II-III ĕмĕрсенчи масара тĕплĕ тĕпчесшĕн. Хальлĕхе 63 вил тăпри тупнă. Лайăх сыхланса юлнă япаласен хушшинче — çĕлен пуçĕллĕ бронза сулă. Хĕрарăмсем ăна пуç тата мăй çине çакса çÿренĕ. Арçынсене хĕçпе, ухăпа пытарнă. Çĕнĕ йышши технологисен пулăшăвĕпе тупнă япаласен пайĕсене проекцилеççĕ. Çапла вĕсемпе мĕнле усă курнине палăртма пулать.
Археологшăн кашни тупнă япала пĕлтерĕшлĕ. Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăсри экспедицире тăпрара 2 сантиметр тăршшĕ, 2 сантиметр сарлакăш темиçе пусма татăкĕ куç тĕлне лекнĕ. Ăна Мускаври патшалăх музейне çитернĕ, тĕпченĕ. Унти специалистсем татăк тĕсне, вăл тумтирĕн хăш пайĕ пулнине палăртнă. Хĕрлĕ, кăвак тĕслĕскере II-III ĕмĕрте хĕрарăм пуçа çыхнă иккен. Ыран Наталия Березина Улатăрта археологи шырав ĕçне пуçарĕ. Унта ăсчахсем, хулари музей ĕçченĕсем, тавра пĕлÿçĕсем хутшăнĕç. Тупнă япаласене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вырăнти музее парĕç.
Хула палăкĕсене сиенлетеççĕ
Республикăмăр тĕп хули 550 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Халĕ те унăн историне тарăннăн тĕпчемен. Анлă шырав ĕçĕсене Шупашкар шыв управне хута яриччен — 1962, 1979 çулсенче — ирттернĕ. Экспедици ĕçне Василий Каховский ертсе пынă. Наталия Березина хулан истори пайĕнчи строительство ĕçĕсене археологсемпе канашламасăр пуçланăшăн кулянать. Экскаватор тăпра айĕнче пытаннă археологи палăкне сиенлетнĕ тĕслĕхсем темĕн чухлех. Акă 2 çул каялла Константин Иванов скверне çĕнетнĕ чухне рабочисем тăпра айĕнчен тăм савăт-сапа, этем шăм-шакĕ, кĕленче, пĕчĕк турăш чавса кăларнă. Ун чухне археологсем ыйтнипе строительство ĕçĕсене чарнă. Специалистсем сиенлетнĕ палăка тĕпчеме пуçланă, XVII ĕмĕрти япаласене тупнă
(Наци пуянлăхĕ тăпра айĕнче упранать. Ольга КАЛИТОВА)

* Çĕршыври качча кайнă чи илемлĕ хĕрарăмăн ятне пĕлес килет-и? Ăна «Миссис Россия-2019» конкурсра палăртнă. Кăçал коронăна çĕнсе илмешкĕн регионсенче мала тухнă 27 финалистка тупăшнă. Тÿресем пĕр шухăшлă пулса çак ятпа Геленджик хулинчи Екатерина Нишановăна чысланă. Чим-ха, мĕншĕн Катя пирки каласа кăтартатăп-ха? Чиперккесен конкурсне Чăваш Енри Наталья Демидова та хутшăнса палăрнă!
Вăл — «Спорт патши» номинаци çĕнтерÿçи. Унччен Наталья республикăри илем конкурсĕнче тупăшса «Миссис Чувашия» ята тивĕçнине те палăртмалла. Ахăртнех, Натальйăна спортпа чи туслă хĕрарăм тесе йышăннă тÿресем. Икĕ ача амăшĕ пушă вăхăтра фитнеса тата ташăсене халаллать. Унсăр пуçне аудит компанине ертсе пырать. Тĕрлĕ конкурсра сахал мар çĕнтернĕскер кун йĕркине çирĕп пăхăнма хăнăхнă.
Сăмах май, конкурс финалĕ Мускаври фольклор центрĕнче иртнĕ, ăна Дмитрий Дюжев киноактер ертсе пынă. Ку илем конкурсне официаллă майпа мăшăрланнă тата пĕр е ытларах ача çитĕнтерекен хĕрарăмсен хутшăнма юрать («Спорт патши» – Шупашкартан!)

* Хальхинче эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, çулсеренех иртекен «Руç ăстисем» конкурсра 2 хутчен гран-прие тивĕçнĕ тĕрĕçĕ Любовь ВАЗЮКОВА хваттерĕнче. Кунта хама музейри пекех туятăп, чăваш тĕррисен черченлĕхĕпе киленсе хавхаланатăп.
— Люба, виçĕ çул каялла Тверь хулинче иртнĕ «Сана парнелĕп тутăр» конкурсра çĕнтернĕ тĕлĕнмелле илемлĕ «Кĕрÿ тутрине» пĕр миллион тенкĕ парсан та сутмастăп тетĕн. Пĕлетĕн-и, ĕненетĕп сана! Юратăва туянма çук тенĕнех чуна çывăх ĕçе те укçалла сутас килмест пуль çав. Сана, Пушкăртстан хĕрне, Чăвашра тĕпленме мĕн хистенĕ-ши?
— Эпĕ Пушкăрт Республикинчи Миякин районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче кун çути курнă. Пире шкулта чăваш чĕлхи вĕрентмен. Класс ертÿçи Кузьма Тарасов Шупашкар çинчен чунĕпе хăватланса каласа паратчĕ. Шур хуларан чăваш çыравçисен кĕнекисене илсе килетчĕ. Уроксем хыççăн хăварса вĕсене вуласа паратчĕ. Эпир çăвар карса итлесе лараттăмăр. Аякри Чăваш Ен темле асамлă çĕршыв пекех туйăнатчĕ. Унта чăвашлăх вучахĕ хĕмленсе çунать тесе шухăшлаттăмăр. Тен, çак çĕкленÿлĕх чуна хавхалантарчĕ-ши? Вăл çулсенче ачасене вунă класс вĕренсе пĕтерме хистетчĕç. 8 класс вĕренни çинчен калакан документа макăра-макăра алла илсен инçе çула хĕр тусăмпа Лида Ивановăпа тухрăмăр.
— Хĕр пĕвне те кĕрсе ĕлкĕрейменскерсем килтен аякка тухса кайма хăрамарăр та-и?
— Хăра-хăрах тухса кайрăмăр çав. Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçе кĕтĕмĕр. Пире профтехучилищĕне вĕренме илчĕç. Анчах общежитипе тивĕçтермерĕç. Юрать, пурăнмалли кĕтесе ăçта шырамаллине кăтартса ячĕç хăть. Якимов çырминче хамăр валли вырăн тупрăмăр.
— Кур-ха, еплерех илĕртнĕ сана шĕкĕр хуламăр!
— Çырмара пулсан та – Шупашкарта! Почтăра ĕçлекен Надя аппа аннене манăн çырăва панă чух ялан шÿтлесе кулатчĕ тет: «Шупашкарта урăх вырăн тупайман-им? Унта та пулсан çырма-çатра тĕпĕнче пурăнать?» Ара, ялти хамăр çурт та çырма хĕрринчех ларатчĕ те.
— Шăпаран тараймăн пуль çав.
— Училищĕрен чи пысăк разрядлă çĕвĕçе вĕренсе тухрăм. Унтах спортпа туслашрăм. Чупассипе ыттисенчен юлман. Засыпушкăра пилĕк хĕр килĕштерсе пурăнтăмăр. Малтанласа киле каяс килнипе каçсерен макăркалаттăм, тунсăхлаттăм. Çавна пулах 800 ытла çухрăмра вырнаçнă тăван килĕме çулталăкра 3-4 хут кайса килеттĕм.
— Эпир çамрăк чухне алла диплом илсен ĕç шырасси пирки пачах кулянман...
— Мана тÿрех çĕвĕ цехне илчĕç, Кубăна яракан изделисем çĕлеме шанчĕç. Пахалăха хаклакан хамăн тăмха /клеймо/ пулнă ман. Ун чухне япаласене çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă. Виçĕ хутчен кăлтăк тупсанах тăмхана туртса илнĕ. Ĕç хыççăн канма та пĕлнĕ. Каччăсемпе те туслашнă. Пĕр чăваш йĕкĕчĕпе çемье çавăртăм та Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçрăм. Ĕçе çÿреме питĕ кансĕрччĕ. Ĕçе улăштарма тиврĕ. Пĕр хушă стройкăра вăй хутăм, анчах ку ман чун туртăмĕ маррине ăнлантăм.
— Юрать-ха, вăхăтра ăнланса илнĕ. Унсăрăн чăваш тĕнчи сан пек ăста тĕрĕçе çухататчĕ...
— Тĕрĕслĕхе пытарам мар-ха. Стройкăра арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те усал сăмахпа перкелешетчĕç, темĕн те пĕр каласа ясаррăн шÿтлетчĕç. Вĕсене итлесе пĕр хĕрелеттĕм, пĕр шуралаттăм. «Мĕн вăтанатăн, халь тин хĕр мар, арăм вĕт, итле!» — тесе йĕплесе те илетчĕç. Çавах унта вăй хума чун выртмарĕ. Унта ĕçлени, опыт пухни сая каймарĕ паллах. Паян дачăра арçын ĕçне хамах тăватăп.
— Хĕрарăмсем арçын ĕçне тума пĕлнинчен тĕлĕнем мар-ха. Хальхи арçынсем ытла та шĕвелчĕç çав. Хĕрарăм шучĕпе пурăнас текенсем нумайланчĕç. Тен, айăпĕ хамăртах. Пĕчĕкрен ачашлатпăр ывăлсене.
— Маншăн алла дрельпе болгарка тытасси ним те мар. Вĕсем йĕп мар вĕт. Хайхискер пĕчĕккĕ пулсан та алла хытах ыраттарать. Сехечĕ-сехечĕпе тĕрлесе ларнă чух пÿрне вĕçĕсене ним мар шăтарать. Тепĕр чух юн ан кайтăр тесе изолентăпа чĕркетĕп. Йĕппе пулах хăмпă та часах хăпарса тухать.
— Тĕрĕ тĕрлесси — ача вăййи мар, куç вăйĕ те самаях пĕтет.
— Ан та кала-ха. Анчах чуна хирĕç каймарăм
(Пĕр тĕрре икĕ хут тĕрлемест)

* Калуга облаçĕнчи «Этнотĕнче» комплексра чăваш халăхĕн палли — «Пурнăç йывăçĕ» вырăн тупнă. Ăна Мускавра пурăнакан Мария Крылова пулас дизайнер проекчĕпе ăсталанă.
Кĕленче ванчăкĕсенчен — проект
21-ри Марийăн ашшĕпе амăшĕ — чăваш. Анатолий Иванович Канаш районĕнчи Чарпуçра кун çути курнă, Любовь Николаевна Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче ÿснĕ. Хĕр кашни çуллахи каникулта яла çитет. Чăвашра вăл чунпа каннине пытармасть. Вăрманпа, улăх-çаранпа пуян тавралăх ялан хăй патне туртнине палăртать. Асламăшĕпе кукамăшĕ мăнукĕпе чăвашлах пуплеççĕ. Çавна май Мария чăваш чĕлхине аван тĕшмĕртет.
Ачаранпах ÿнер шкулĕсенче ăс пухнă пике Мускаври С.Г.Строганов ячĕллĕ ÿнерпе промышленноç академийĕнче вĕренет. «Таврари дизайн» специальноçа алла илекенскер хăйне тĕрĕслеме пултарнă. Кăçал Мария Пĕтĕм тĕнчери çамрăк дизайнерсен конкурсне хутшăннă. Унăн Сахарăри 800 тăваткал метрлă лаптăкра пĕр пин çын пурăнмалли вырăнăн проектне хатĕрлеме тивнĕ. Сту-дентсен инноваци меслечĕсемпе усă курса климата «çемçетмелле» пулнă. Проект концепцийĕ пирки вăрах шухăшланă. Студентка ăшă çĕршывсенче хĕвелтен хÿтĕленмешкĕн чÿречесене решетке вырнаçтарма сĕннĕ, вĕсем пÿлĕмсене сулхăнлатма пулăшасса ĕнентернĕ. Решеткесене тĕрĕ-эрешпе илемлетме шут тытнă. Проекта хатĕрленĕ чухне Мария вырăнти халăх кун-çулне, тĕнне шута илнĕ. Ислама ĕненекенсем чĕр чунсене ÿкермеççĕ иккен. Вĕсен искусствăра эреш пĕлтерĕшлĕ. Тĕн тата технологие шайлаштарма тăрăшнăскерĕн ĕçĕ мала тухайман. Апла пулин те вăл кулянмасть. Эппин, пысăк çĕнтерÿсем умра! Хĕршĕн опыт пухни пĕлтерĕшлĕ.
Пулас дизайнер кăсăклă, хăйне евĕр вырăнсенче пулма юратать. Мускаври «Зарядье» паркра уçăлса çÿреме кăмăллать. Унти сывлăш кĕперĕ, çурт тăрринче ĕрчетнĕ сад, çуллахи амфитеатр, мультимеди аттракционĕсем хавхалану çуратаççĕ. Хальхи искусство ку-равĕсемпе те паллашма кăмăллать вăл. Унта та хăйĕн валли çĕннине тупать.
Кăçал Мария Судакра иртнĕ «Таврида» форум ĕçне хутшăннă. Пике ăсталăх класĕсене, лекцисене çитнĕ, «Цифрăллă мар медиасем» шкул ĕçĕнче хастарлăх кăтартнă. «Ман пекех таврари дизайна вĕренекенсемпе тĕл пултăм. Вĕсемпе çыхăну татас марччĕ. Кăвайт умĕнчи юрă-кĕвĕ, паллă артистсен концерчĕ те асран тухмĕ», — палăртрĕ пике. Сменăра Мария «Вăхăт йĕрĕсем» курав валли проект хатĕрленĕ. Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн объекта форум территорийĕнче тупнă япаласенчен ăсталамалла пулнă. Çамрăк дизайнер пуç ватман: тĕрлĕ тĕслĕ кĕленче ванчăкĕсене çип тирсе карнă та концепци хатĕрленĕ. «Хальхи искусствăра картинăра мĕн ÿкерĕннин пĕлтерĕшне шырама кирлĕ мар. Шухăшĕ пĕлтерĕшлĕрех. Манăн объектăн ванчăкĕсем тахçан пĕр япала пулнă. Вăхăт вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрнă. Этем те çаплах мар-и? Çулсем иртнĕçем унăн чĕри хытать е пачах тепĕр май — çемçелет. Ĕмĕр тăршшĕпе паллашнă çынсене чунăн пĕр пайне паратпăр мар-и?»
«Диплом илсен кам пулăп?»
Мускава таврăнсанах Мария Калуга облаçĕнчи «Этнотĕнче» парка çитме палăртать. Лаптăкĕпе 90 гектар йышăнаканскере уçă тÿпе айĕнчи музей теççĕ. Унти картишсенче ăсталăх лаççи, сувенир лавкки йĕркеленĕ. Кашнинче йăлана упракан çын пур. Вăл хăйĕн халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, фольклорĕпе, историйĕпе паллаштарать. 2008 çулта ĕçлеме пуçланă парка 2020 çул тĕлне туса пĕтерме палăртнă. Унта çитекен туристсем Раççейре пурăнакан халăхсен кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе паллашаççĕ. Пĕлтĕр уçă тÿпе айĕнчи музейре вырăн тупнă сарă тата хĕрлĕ тĕслĕ «Пурнăç йывăçĕ» аякранах курăнать, хăй патне туртать. Ун умĕнче чарăнса тăраççĕ, вăл мĕне пĕлтернипе кăсăкланаççĕ.
Арт-объекта йывăçран хатĕрленĕ
(Чăвашлăх йывăçĕ Калуга облаçĕнче ÿсет)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.