«Çамрăксен хаçачĕ» 26 (6272) № 04.07.2019
* Ăс-тăнĕ пăтрашăнакан Валерийăна куçран вĕçертмеççĕ. Хĕрача урама мĕн тĕллевпе тухнине часах манать. Ашшĕ-амăшĕ вăл çухалса каясран шикленет. Килте те Валерия эмел хыпасран асăрханаççĕ. «Ăс-тăн чирĕсене тĕпчеме пуçларăм. Валерия кăмăл- туйăмне хăйĕнче тытаймасть. Кĕçĕннисене унăн тыткаларăшĕ хăратать», — чунне уçрĕ амăшĕ. Халĕ хĕрача больницăра выртать. Уйăх каялла Валерия тăваттăмĕш хутри чÿречерен сикесшĕн пулнă. Аслисем çакна асăрхасан хăраса ÿкнĕ, васкавлă медицина пулăшăвне чĕннĕ. Çак пулăм хыççăнах çемье пĕрремĕш хутра хваттер туяннă (Чирлĕ хĕрне ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Ольга КАЛИТОВА)
* «Хам çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килет. Эпĕ чапшăн çеç ĕçлесшĕн мар, ман ĕçсем этемлĕхшĕн, паянхи çамрăксемшĕн усăллă пулччăр. Несĕлсем халалланă çĕре упраса хăвармаллах пирĕн. Ялтан хулана килекен çамрăксем куç умĕнче вырăсланни мана та питĕ пăшăрхантарать», – тет Ксения Кокель çамрăк художник. Ăна амăшĕ паллă ÿнерçĕ Светлана Кокель мĕн пĕчĕкрен чăвашлăх сăпкинче сиктернĕ. Ÿссе çитĕннĕ хĕр паян чĕринче тымар ярса çитĕннĕ чăвашлăхăн чечекне тăван халăха парнелет (Хăй çинчен тĕнчене пĕлтересшĕн)
Комментари хушас