«Çамрăксен хаçачĕ» 25 (6271) № 27.06.2019

27 Çĕртме, 2019

* Унăн ашшĕ вун икĕ çултах хăр тăлăха юлнă. Аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, çак хыпара йывăррăн йышăннă арăмĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çывăх çыннисен хÿттисĕр юлнă арçын ача халăхпа пĕрле тем тĕрлĕ ĕçре те пилĕк авнă. Выçăллă-тутăллă çитĕнкеленĕ. Çынсем хĕрхеннипе мĕн те пулин тупса çитернĕ.

«14 тултарсан ăна пĕччен ан пурăнтăр тесе хамăр ялти 18-ти Улька ятлă хĕре тупса панă. Уяв сĕтелĕ хушшинче мăшăрĕ çумĕнче ытла лутра курăннăран аттен пуканĕ çине минтер хурса панă. Çамрăксем пĕрлешнĕ ятпа пухăннă халăх ĕçсе-çинĕ хушăрах атте урама ытти ачапа выляма тухнă. Улька нумай пурăнман унпа, пĕр уйăхран тухса кайнă. Каярах çурт тытса пыма тесе кÿршĕ ялтан Анка ятлă пикене тупса панă. Анчах вăл та пăрахса кайнă. Атте 18 тултарсан вара хăй суйланă, килĕштернĕ хĕрпе Анютăпа çемье çавăрнă. Анчах ача пулманнипе çичĕ çултан уйрăлнă. Пурнăç тăршшĕпе пĕччен пурăнаймăн-çке. 24 çула çитсен хура-шурне нумай тÿснĕ атте Нина ятлă çамрăк хĕрарăмпа çемье çавăрнă. Вăл — манăн анне», — пуçарчĕ калаçăва Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи Герман Ларшников (Лавккари черете пула пуйăсран тăрса юлнă. Нина ЦАРЫГИНА)
 

* Вăл пурнăçăн ансат çулĕпе утма хăнăхман. Ăна кăткăслăх илĕртет. Такăнсан та ура çине тăрса малалла талпăнма хăнăхнă. «Çунатăма мĕн чухлĕ вăйлăрах хуçаççĕ, çавăн чухлĕ ытларах тÿпене çĕкленес килет», — ытарлăн калаçма юратать «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕн радиохыпарлав редакторĕ Мальвина ПЕТРОВА. Чи кăткăс шухăша — чăвашла таса та хитре, пĕлтерĕшлĕ хыпара васкавар та витерÿллĕн каланăран ăна куракансемпе итлекенсем «пирĕн Тина Канделаки» теççĕ. Мальвина чĕлхине мĕнле пуянлатнин вăрттăнлăхне уçам: вăл Николай Ашмаринăн 17 томлă словарьне шĕкĕлченĕ («Хĕвре хĕвел чиксе çÿретĕп»)

*Зарифа çемйипе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăнать. Кунта вĕсем 2008 çулта хĕвеллĕ Узбекистанран куçса килнĕ, амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă. Мăшăрĕ Дилшод Акбаров та çавăнтах çуралса ÿснĕ. Анчах унра чăваш юнĕ те чупать. Амăшĕ Галина Андреевна — Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Вăл 20 çулта чухне узбек арĕпе çемье çавăрнă, 3 ачана ура çине тăратнă. 35 çул Узбекистанра пурăннă, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Чăваш Ене каялла килес тенĕ. Ачисем те çемйисемпе пĕрле ун хыççăн кунта куçса килнĕ. Пĕрисем — Шупашкарта, теприсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕпленнĕ. Дилшод ачаранпах узбекла, вырăсла калаçма вĕреннĕ. Чăвашла та перкелешет (Килти пашалусăр апат анмасть)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.