«Çамрăксен хаçачĕ» 21 (6267) № 30.05.2019

30 Çу, 2019

* Вăл кунта декрет отпускĕ вĕçленсен килнĕ. Ĕç тупас тесе биржăна кайнă. Хăйĕн профессийĕпех фермăна вырнаçма май пуррине пĕлсен хирĕçлемен. Халĕ Лапсар поселокĕнчен Курак Чурачăка çÿрет. «Ĕçрен таврăнатăн-им?» — интересленеççĕ ирхи 6 се-хетрех чарăнура автобус кĕтекен çамрăк хĕрарăмран. Ĕçе васканине пĕлтерсен пурте тĕлĕнеççĕ, çав шутра водительсем те. «Çынсем ялтан хулана ĕçе каяççĕ, эсĕ вара пачах урăхла», — теççĕ. Фермăна çитес тесе Екатерина ирхи 5 сехетрех ура çинче (Хула хĕрĕ фермăра ĕçлет. Ирина КОШКИНА)

* Нумаях пулмасть Владимир Карсаков студийĕнче ăсталăха туптакансем Патăрьел районĕнчи Именкассинче «Хурăн шывĕ» фильм ÿкерчĕç. Ăна республикăра кăçал кĕркунне иртекен «Асам» кинофестиваль валли хатĕрлесе çитересшĕн. Пĕлтĕр ÿкерÿ ушкăнĕ пĕр пус пулăшусăр Юрий Скворцовăн повеçĕ тăрăх «Амаçури» ÿкернĕччĕ. Тĕп роле, ама çурине, Зоя ИЛЛАРИОНОВА вылярĕ. Кăçал вăл хăйне артистка пек кăна мар, сценарист-режиссерта тĕрĕслерĕ. Ку кăна-и? Костюмерĕ, декораторĕ, поварĕ… те вăлах пулчĕ.
«Шупашкартан килнĕ ушкăн пирĕн патра пурăнчĕ. Кино — йывăр жанр. Хам ку ĕçе тытăниччен маншăн вăл вăйă, юмах евĕр туйăнатчĕ. Пĕлтĕр «Амаçурире» вылянă чухне вăл мĕн тери кăткăс ĕç пулнине туйрăм. Шанчăклă специалистсемсĕр пĕччен нимĕн те тума çук. Çапах та тепĕр 2 сценари çырма тĕллев лартрăм», – каласа кăтартнă вăл 
(«Чуна выртмалли роль выляман-ха эпĕ»)

* Кун-çулне ял хуçалăх ĕçне халалланă Михаил Захаров пурнăç тăршшĕпе колхозра вăй хунă. Агрономра, инструктор-организаторта, колхоз ертÿçинче…
Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче кун çути курнă Михаилăн вĕренес туртăмĕ ача чухнех пысăк пулнă. Тăватă класс пĕтернĕ ашшĕ колхозра счетоводра тăрăшнă. Çемьере виççĕн çитĕннĕ: асли — Ваççа, хыççăн — Улька, кĕçĕнни — Миша. Амăшĕ сарăмсăр çĕре кĕрсен Ваççан вун ултă çултах авланма тивнĕ. Хуçалăха тытса пыракан кирлĕ-çке. Ăна хăйĕнчен çичĕ çул аслăрах хĕр тупса панă
(Почтальон çырăва вăхăтра паманни шăпине улăштарнă)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.