Çамрăксемшĕн - ырă тĕслĕх
21 Apr, 2015 | Хыпар | Хула | Уяв

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен кунне халалланă уява хутшăнчĕ. Йĕрке хуралĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене çавăн пекех ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков саламларĕç.

Уява шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен организацийĕн председателĕ, отставкăри генерал-майор Михаил Киселев уçрĕ. Чăваш Енре пĕрлĕх 1984 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне Арсентий Григорьев полковник ертсе пынă ветерансен канашĕ республикăри шалти ĕçсен органĕсен пенсионерĕсене общество ĕçне туса пыма пĕрлештернĕ. Хальхи вăхăтра, Михаил Федорович палăртнă тăрăх, организаци тытăмне пуçламăш 49 пĕрлĕх кĕрет, пурĕ пилĕк пине яхăн çын шутланать. Вĕсем Шалти ĕçсен министерстви ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Обществăра йĕркелĕхе çирĕплетес, çамрăксене патриотла воспитани парас, пенсионерсемпе вĕсен çемйисен социаллă ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеççĕ.

- Календарьте пĕлтерĕшлĕ çак куна уйăрса палăртни общество ветерансен ĕç-хĕлне сума сунине пĕлтерет, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Эсир пысăк яваплăха туйса, пурнăçăра шеллемесĕр хăвăрăн тивĕçĕре пурнăçланă, патшалăх интересĕсене тата халăх прависене тÿрĕ кăмăлпа хÿтĕленĕ.

Михаил Васильевич ветерансене саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетме тăрăшнăшăн, тăван Чăваш Енре тата Раççейре тăнăçлăха сыхлама тÿпе хывнăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунчĕ. Республика Пуçлăхĕ çамрăксене патриотла воспитани пама тата общество ĕçне пурнăçлама хастар хутшăннăшăн отставкăри Валерий Романов полковнике, Георгий Фадеев подполковнике, Михаил Киселев генерал-майора Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысларĕ.

ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов республикăра ветерансен юхăмĕн пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ ÿссе пынине палăртрĕ. Министр ветерансене шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ят-сумне ÿстерме пысăк тÿпе хывнăшăн, яваплăха малти вырăна хунăшăн, тивĕçлĕ канура пулсан та министерствăпа, шалти ĕçсен органĕсемпе тачă çыхăну тытнăшăн тав турĕ.

Уяв сумне наградăсем ÿстерчĕç. Пенсионерсене шалти ĕçсен органĕсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, ветерансен юхăмне аталантарнăшăн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕсемпе, орденсемпе тата медальсемпе чысларĕç. Хаваслă юрă-ташă пуриншĕн те парне пулчĕ.

 

В.БАГАДЕРОВА

В.БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.