Çамрăксем сывă пурнăçшăн

Чăваш Республикинче «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх пырать.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчи çамрăксем те акцие пысăк кăмăлпа хутшăнаççĕ, сывă пурнăçăн лайăх енĕсене кăтартакан мероприятисем, физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Хĕрсемпе яшсем юпан 11-мĕшĕнче хула çыннисемпе хăнасене «Эпĕ турт¬мастăп, сире те сĕнместĕп» флешмоба йыхравланă. Унта хутшăнакансем «киревсĕр йăлана» пирус тĕпĕ евĕрлĕ юпа çумне «пăталаса» хăварнă: алла чĕлĕм урăх тытас çуккине шантарса çырнă хутсем çыпăçтарнă. Волонтерсем çавăн пекех сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă соцыйтăм йĕркеленĕ.
«Эпĕ туртмастăп, сире те сĕнместĕп» акцие уйрăмах хими-технологипе политехника техникумĕсен, технологи тата управлени академийĕн студенчĕсем, Çамрăксен правительствин, Раççейри çамрăксен союзĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн членĕсем хастар хутшăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.