Çамрăксем наука ĕçне хаваспах хутшăнаççĕ
8 Feb, 2016 | Вĕрентÿ

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Аслă шкул наукипе регионти экономика çыхăнăвĕ" "çавра сĕтел" иртрĕ. Ăна Раççей Наука кунне халалланă. Кунтах ЧПУра ĕçлекен ученăйсен ăслăлăхри çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан куравне йĕркеленĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧПУ ректорĕ, Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн председателĕ Андрей Александров хутшăнчĕç. Андрей Юрьевич "Наука тĕпчевĕсене йĕркелесе ирттересси: университет опытĕнчен" доклад турĕ. "Çавра сĕтелте" хастар та пуçаруллă çамрăксене пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн ЧР Пуçлăхĕн стипендине панине çирĕплетекен свидетельство пачĕç.