Çамрăксем çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр

30 Кăрлач, 2015

Çак кунсенче Шупашкарта Хÿтĕлевпе спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ старт илчĕ. Çавна май культурăпа кану паркĕнче уяв иртрĕ. Кăçал акцие Раççей халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалларĕç.

Савăнăçлă парадра пухăннисене Мускав район администрацийĕн ĕçченĕ Юрий Васильев, ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Андрей Бакиновский тата Афган вăрçин паттăрĕ Николай Харитонов саламларĕç, çамрăксене хастар та хăюллă пулма чĕнсе каларĕç. Уяв хыççăн паркра спартакиада иртрĕ. Унта студентсемпе шкул ачисем çар ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç. Пулас хÿтĕлевçĕсем ГТО нормисене пурнăçлас, винтовкăран перес, вĕрен туртас, граната ывăтас енĕпе вăй виçрĕç. Яшсем "аманнисене" те çăлчĕç, автомобильпе тĕрлĕ фигура туса ярăнчĕç. Çав кунах 27-мĕш вăтам шкулта тимĕр вăййипе туслисем районта мала тухассишĕн ăмăртрĕç, баскетболистсем Игорь Худяков салтака асăнса черетлĕ тупăшăва тухрĕç.

А.МИХАЙЛОВ