Çамрăклăха тăсма
Ватлăх куçран пăхнă чухне малашлăха шанма, савăк кăмăллă пулма çăмăл мар. «Мĕн ват карчăк пек вĕçĕм мăкăртататăн», - тесе танлаштарнине час-часах илтме пулать. Тарăху, кÿренÿ чун-чĕрене кĕвĕ пек кăшлать, чир-чĕре ярать, ĕмĕре кĕскетет. Апла мĕн тумалла? Чи кирли - шанăçлăх! Малашлăха шанса тăракансем, хаваслă кăмăллă çынсем нумайрах пурăннине тĕпчев те çирĕплетнĕ.
- Оптимистсем стреса çăмăлрах ирттерсе яраççĕ, вĕсене депресси хăратмасть. Йывăр лару-тăрура та ытлашши кулянса хыпăнса ÿкмеççĕ вĕсем, ăс-тăн тĕлĕшĕпе йĕркеллĕ.
- Оптимистсене сывлăх енчен тиркемĕн. Тĕпчев палăртнă тăрăх - вĕсем чĕре, юн тымарĕсен чирĕпе 30 процент сахалрах аптăраççĕ. Ялан вĕчĕрхенсе, тарăхса çÿрекен, пурнăçăн ырă енне асăрхама пĕлмен çынсемпе танлаштарсан оптимистсем ракпа 23 процент сахалрах чирлеççĕ.
- Хаваслă, пурнăçăн йывăр лару-тăрăвĕнче те шанăçа çухатман çынсен вăхăтсăр вилесси 55 процент пĕчĕкрех. Статистика çакна çирĕплетет: пурнăçра ырра шанакансен ĕмĕрĕ 7-8 çул вăрăмрах.
ЛАЙĂХХИНЕ ШАНМА, ĔНЕНМЕ МĔНЛЕ ВĔРЕНМЕЛЛЕ?
- Кăмăла кайман япала сиксе тухсан кулянса ÿкмелле мар. Çак лару-тăрура та лайăххине шырамалла. Çакă сире пули-пулмишĕн хуçăлса ÿкме памĕ.
- Позитивлă çынсемпе хутшăнмалла, вĕсен савăк кăмăлĕ сире те куçĕ. Оптимистсенчен йывăр лару-тăруран тухма вĕренмелле, вĕсен калаçăвне, шухăшлавне сăнамалла. Хăш-пĕр чухне пĕчĕк ачасенчен вĕренни те пăсмасть: вĕсем вак-тĕвекшĕн те ?илемлĕ чечекшĕн, канмалли куншăн...% савăнма пĕлеççĕ.
- Сĕтел çине савăнăçлă сăнÿкерчĕк вырнаçтармалла. Хаваслă юрă-кĕвĕ, комеди ытларах итлеме-курма тăрăшмалла.
- Хăвăра хăвăр нихăçан та ятламалла мар. Йăнăшсан ăна йышăнса тÿрлетмелле. Темле чăрмав пулсан та каялла чакмалла мар. Çак самантра алă усмасăр ырра шанмалла, ĕненмелле. Вăл йывăрлăха çĕнтерме, ÿсĕм çулне тупма пулăшĕ.
- Ыттисене савăнăç кÿмелле: уявсемпе, çитĕнÿсемпе саламламалла, кулмалла, шÿтлемелле.
Ирхи куна кулса кĕтсе илмелле. Каçхине те савăк кăмăлпа çывăрма выртмалла. Пурнăçа хаваслă самантсемшĕн тав тумалла. Йывăр тапхăрта та паллă киноактер Чарли Чаплин каланине асра тытмалла: «Кулмасăр иртнĕ кун - çухатнă кун».
Хаклă вăхăта никамăн та çухатас килмест. Апла кунне темиçе хут чарăнса çак самантра лайăххине шырамалла. Хĕвел тухрĕ - аван. Чей ĕçнĕ чухне те унăн тĕсĕпе, тутипе киленме май пур тата ытти те.
Комментари хушас