Çамрăклăх уявĕ

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсен хĕрÿ тапхăр - "Студентсен çуркунни-2014" фестиваль - пуçланнă.

Яланхи пекех фестиваль икĕ майпа иртет: чи малтан аслă шкул артисчĕсем пĕр-пĕр темăпа спектакль кăтартаççĕ, унтан хĕрÿллĕ юрă-ташăпа, илемлĕ сăмах хайлавĕсемпе, кăсăклă видеосюжетсемпе куракана савăнтараççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене гала-концертра палăртĕç. Çавăн чухнех чи лайăх номерсене тепĕр хут курма май пулĕ. Пĕрремĕш уяв эрне кун Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ. Фестивале пĕлтĕрхи чемпионсем - шкул çулне çитменнисен тата коррекци педагогикипе психологийĕн факультечĕн команди - уçнă. Пулас физиксемпе математиксем тата естествознани факультечĕн студенчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.


Е.АНДРЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.