Çамрăк тухтăрсене чысланă
14 Oct, 2015 | Сывлăх

Вăрнарти тĕп боль­ницăра Пĕтĕм тĕнчери врач кунĕ умĕн çам­рăк тухтăрсене чыс­ласси йăлана кĕнĕ.

Кăçал асăннă сиплев учрежденине ĕçлеме виçĕ врач - Наиль Залалдинов, Максим Самарин, Александр Андреев - килнĕ.

Коллектив çамрăк специалистсене тарават йышăнса ятарласа уяв йĕркеленĕ. Малтанах çамрăк тухтăрсем Çамрăк врачăн аллейинче улмуççисем лартнă. Унтан уяв каçĕ «Мила» кафере малалла тăсăлнă. «Районта медицина кадрĕсем çитмеççĕ. Эпир сире хамăр йыша йышăнма питĕ хавас. Чăн-чăн тухтăр пулас тесен нумай пĕлмелле тата çине тăрса ĕçлемелле. Ăсталăха та, пĕлĕве те çулсеренех ÿстерсе пымалла. Аслă юлташăрсем сире пулăшса пырĕç. Ăнăçу сунатăп сире», - ырă суннă çамрăксене больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков. Унтан çамрăк специалистсем савăнăçлă лару-тăрура шурă халатсем тăхăннă, врач присягине тытнă. Вăрнар больницинче ĕçлекенсем вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Паллах, çакнашкал мероприятисем коллективри туслăха çирĕплетеççĕ.

Р.ИВАНОВА.

Р.ИВАНОВА